Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Валя, Валентина, ылтăн кăмăлу!

07 марта 2014 г.

 ĔÇЧЕН те сăпайлă хĕрарăмсем нумай Палтиелĕнче. Акă Валентина Николаевна Кузьмина (хĕр чухнехи хушамачĕ Митрофанова) хастарлăхĕпе, ырă чунĕпе кирек камшăн та тĕслĕх вырăнĕнчех. Ытти хĕрсем пекех, ялти вăтам шкулта вĕреннĕ, алла аттестат илсен Шупашкарти кулинари техникумĕнче пĕлỹ пухнă. Ун хыççăн çамрăк специалист тăван ялта тин кăна уçăлнă "Туслăх" ача садĕнче поварта тимлеме пуçланă. Чĕрĕк ĕмĕр ытла тăрăшать Валентина Николаевна çак учрежденире. Пĕчĕккисене тутлă та паха апат хатĕрлесе çитерессишĕн ăсталăхне, чун-чĕре ăшшине хĕрхенмест. Вăл пĕçернĕ вĕри яшка, тĕрлĕрен пăтă, кукăль-икерчĕ такам кăмăлне те çĕклет. Ача сачĕн воспитателĕсем те, ашшĕ-амăшĕ те Валентина Кузьминан ĕçĕпе кăмăллă. Ахальтен мар ĕçри хастарлăхшăн ăна район тата ял администрацийĕсем Тав хучĕпе, Хисеп грамотипе пĕрре мар чысланă. Валентина Николаевна -  шанчăклă мăшăр, юратнă анне. Мăшăрĕпе - Игорь Витальевичпа -  икĕ ача çуратса ỹстерчĕç. Вĕсем те ашшĕ-амăшĕ пекех пултаруллă. Асли -  Алексей -  Шупашкарта ĕçлесе пурăнать. Алена хĕрĕ вăтам шкула ылтăн медальпе вĕренсе пĕтерсен Чăваш патшалăх университетне çул тытрĕ. Пулас экономист вĕренỹре "5" паллăпа çеç ĕлкĕрсе пырать. Ачалăхри хастарлăхĕ ун халь те пысăк. Сочири XXII Хĕллехи Олимпиадăна волонтерсен шучĕпе кайма та тивĕçрĕ маттур хĕр. Ĕçчен те мал ĕмĕтлĕ Кузьминсем хăйсен вăйĕпе кермен пек çурт туса лартрĕç, хуралтă çавăрчĕç, сад пахчи чĕртрĕç. Пỹртре - хăтлăх, тирпейлĕх хуçаланать. Валентинан ылтăн алли тĕрĕ тĕрлесе, тĕрлĕ эреш çыхса çурт ăш-чиккине илемлетет. Алса-чăлха çыхма та çав тери ăста хĕрарăм. Картиш тулли - выльăх-чĕрлĕх, хур-кăвакал, чăх-чĕп. Çу кунĕ-сенче пахча тулли тĕрлĕ çимĕç. Кил хуçи, Игорь Витальевич, вахта мелĕпе аякри хулара ĕçленĕрен, хуçалăх ĕçĕ Валентина Николаевнăн хул пуççийĕ çине ытларах тиенет. Пăрчăканла вăр-варлăх йывăрлăхран çăлать. Ырă чунлăскер, юнашар пурăнакан хунямăшне пулăшма та ĕлкĕрет Валентина Николаевна. Ватă-вĕтĕпе те, çамрăкпа та пĕр чĕлхе тупма пĕлет Валентина. Çавăнпах ĕнтĕ ял-йыш юратать, хисеплет ăна!

М.ФИЛАТОВА. Палтиел ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика