Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Министрсен Кабинечĕ отчет тунă

28 марта 2014 г.

ЧР Патшалăх Канашĕн мартăн 20-мĕшĕнче иртнĕ XX сессийĕнче депутатсем Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.В.Игнатьев ЧР Министрсен Кабинечĕн 2013 çулхи ĕç-хĕлĕн кăтартăвĕсем çинчен тунă доклада итлесе сỹтсе явнă. Михаил Васильевич палăртнă тăрăх, республикăра çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелессипе, ĕç укçине ỹстерессипе, çурт-йĕр çĕклессипе, патшалăхăн тĕрлĕ сферăри пулăшу ĕçĕсен пахалăхне лайăхлатассипе тата ыт. те палăрмаллах ырă улшăнусем пур. Бюджет социаллă обязательствăсене туллин пурнăçлама май панă. Социаллă тĕллевлĕ политика демографие ырă витĕм кỹнĕ. М.Игнатьев çивĕч ыйтусене те асăнмасăр хăварман. Çĕрпе тухăçлă усă курмалли çинчен уйрăммăн каланă. Выльăх-чĕрлĕх шучĕ чакни те пăшăрхантарать. Çапах кăçалхи ĕç-пуç тĕлĕшпе прогнозсем аван - аталану пулмалла. Сессире республикăн 2014 çулхи, 2015 тата 2016 çулсенчи планпа пăхнă тапхăрти бюджетне улшăнусем кĕртесси çинчен калакан саккуна ырласа йышăннă, кун йĕркинчи ытти ыйтусене пăхса тухнă.

"Хыпар" хаçатран.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика