28 марта 2014 г.
ЮН кун районти санитари тата эпидемие хирĕçле комиссин черетлĕ ларăвĕ иртрĕ, ăна комисси председателĕ - район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В.А.Петьков ертсе пычĕ. Сỹтсе явмалли ыйту чи çивĕччи, район халăхĕн сывлăхĕпе çыхăнни. Комисси "Туберкулез", "Ар çыхăнăвĕсем урлă ерекен инфекцисем", "Анти-ВИЧ СПИД" çумпрограммăсем тата "Шăмăршă районĕнче 2011-2020 çулсенче социаллă пĕлтерĕшлĕ чирсенчен асăрханас тата вĕсемпе кĕрешес тĕлĕшпе пурнăçламалли мерăсем" тĕллевлĕ программа мĕнле пурнăçланнине анлăн тишкерсе тухрĕ. Район больницин тĕп врачĕ И.А.Смирнова, отчет тунă май, çак цифрăсене илсе кăтартрĕ: "Туберкулез" çумпрограммăна пурнăçлама 2013 çулта республика бюджетĕнчен 464 пин тенкĕ уйăрнă, çак укçапа туберкулез чирĕпе кĕрешмелли препаратсем туяннă. 2013 çулта Карапай Шăмăршă, Пуянкасси, Палтиел, Пăчăрлă Пашьел, Чукал, Шăмăршă, Васан, Анат Чаткас ял тăрăхĕсен территорийĕсенче туберкулезăн активлă формипе чирленĕ çынсене - пурĕ 12 тĕслĕх - тупса палăртнă. Пирĕн районта туберкулезăн бациллярлă формипе чирленисен йышĕ Чăваш Республикин вăтам кăтартăвĕнчен 2 хут пысăкрах пулни пурне те хытă шухăшлаттармалла. Туберкулез чирĕ сарăлнин тĕп сăлтавĕсен шутне И.Смирнова социаллă пурнăçпа экономика условийĕсем япăхланнине, çынсем пуян калориллĕ апат çименнине, çавăн пекех килсĕр-çуртсăр çынсемпе тĕрмерен таврăннисем чирлĕ пулнине кĕртрĕ. Туберкулез чирне çийĕнчех тупса палăртас тĕллевпе район çыннисене флюорографи тĕрĕслевĕ витĕр кăларнă, 2013 çулхи плана 99,1 процент пурнăçланă. Ачасем хушшинче чирлисене тупса палăртма туберкулино-диагностика ирттереççĕ. Медицина ĕçченĕ-сем туберкулез чирĕнчен асăрханас тĕлĕшпе халăх хушшинче профилактика мероприятийĕсем туса пыраççĕ. Районта ар çыхăнăвĕсем урлă ерекен чирсем те тĕл пулаççĕ. Сифилис чирĕ сарăлнин кăтартăвĕ, сăмахран, республикăри вăтам кăтартуран 18,4 процент пысăкрах. 2012 çулпа танлаштарсан, гонорея чирĕпе чирлесси 5,2 процент ỹснĕ. Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта ВИЧ - инфекципе чирленĕ 10 çынна учета илнĕ, 2013 çулта икĕ тĕслĕх тупса палăртнă. Чирлисене маларах тупса палăртас тĕллевпе 2013 çулта 1264 çынна тĕрĕсленĕ, икĕ çыннăн ВИЧ пурри курăннă. Комисси çỹлте асăннă тĕллевлĕ программăсене пурнăçлассипе - ерекен чирсенчен асăрханас тата вĕсемпе кĕрешес енĕпе - ĕçе тĕпрен лайăхлатмалли çинчен йышăну кăларчĕ. Ку тĕлĕшпе профилактика ĕçне вăйлатмалла, ĕçри çĕнĕ технологисемпе тата меслетсемпе анлăн усă курмалла, флюорографи тата диагностика тĕрĕслевĕсен витĕмлĕхне ỹстермелле.
С.ИВАНОВ.