Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Лавккана кĕриччен укçуна шутла…

28 марта 2014 г.

РАЙОН администрацийĕн экономика пайĕ суту-илỹ предприятийĕсенчи ("Магнит", "Восторг", "Козерог", "Оникс", "Кооператор") социаллă пĕлтерĕшлĕ апат-çимĕç продукчĕсен хакĕсен мониторингне ирттернĕ. Кăçалхи мартăн 18-мĕшĕнчен пуçласа мартăн 25-мĕшĕччен çак продуктăн вăтам хакĕ чакнă: вир кĕрпи (3,28 проц.), 1кг 21 тенкĕ те 52 пус тăрать. Çак продуктсен вăтам хакĕ ỹснĕ: сысна ашĕ (3,12 проц.), 1кг 181 тенкĕ те 40 пус тăрать; чăх какайĕ (1,30 проц.), 1кг 93 тенкĕ те 14 пус тăрать; ăшне кăларман шăнтнă пулă (2,68 проц.), 1кг 64 тенкĕ 90 пус тăрать; ĕне çăвĕ (7,34 проц.), 1кг 255 тенкĕ те 38 пус тăрать; хĕвел çаврăнăш çăвĕ (7,58 проц.), 1кг 45 тенкĕ те 38 пус тăрать; сĕт (0,76 проц.), 1кг 39 тенкĕ те 55 пус тăрать; чăх çăмарти (3,27 проц.), 10 штукĕ 45 тенкĕ те 42 пус тăрать; çăнăх (4,97 проц.), 1кг 21 тенкĕ те 9 пус тăрать; якатнă рис (2,57 проц.), 1кг 39 тенкĕ; кишĕр (8,28 проц.), 1кг 25 тенкĕ те 50 пус тăрать; пан улми (5,40 проц.), 1кг 42 тенкĕ те 14 пус тăрать; шурă купăста (18,62 проц.), 1кг 21 тенкĕ те 2 пус тăрать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика