28 марта 2014 г.
"Çурхи шыв-шур вăхăтĕнче лару-тăрăва талăкĕпех контроллесе тăрăпăр", - терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - строительство тата ЖКХ пайĕн пуçлăхĕ, вăлах штаб начальникĕ Владимир Никифоров. Ейỹ сарăлнă вăхăтра асăрхануллă пулас тата инкеке çийĕнчех сирес тĕллевпе районта 169 çынран çăлавçăсен ушкăнне туса хунă, ăна 30 единица техника, çав шутра 1 кимĕ çирĕплетсе панă. Районта хальхи вăхăтра 9 гидротехника сооруженийĕ шутланать. Кăçал Пуянкасси ялĕ çывăхĕнчи - Хырла шывĕ çинчи гидросооружение тĕпрен юсама палăртнă. Çапла вара, кунти пĕве халăха канмалли тата пулă тытса савăнмалли илемлĕ вырăн пулĕ. Тăван тавралăха сăнас тĕлĕшпе ĕçлекен гидрометеорологи центрĕ пĕлтернĕ тăрăх, республика юхан шывĕсенче шыв-шур апрелĕн пĕрремĕш вунă кунлăхĕнче тапранмалла. Шыв шайĕ хăратмаллах хăпармĕ тесе шутлаççĕ метеорологсем. Апла пулин те ваттисем "Сыхланакана Турă та упрать" тесе хытарсах каланине манар мар.
И.Анаткас.