28 марта 2014 г.
Культура çулне халалланă фестивале Пуянкасси ял тăрăхĕнчи пултарулăх ушкăнĕсем вĕçлерĕç. Интереслĕ те анлă программа хатĕрленĕ вĕсем. Концертра пур жанр та пур темелле. Куракансем, яланхи пекех, "Аххаяс" фольклор халăх коллективне тăвăллăн алă çупса тав турĕç. Виçпỹрт Шăмăршăри "Сурпан" ушкăн та çакнашкал хисепе тивĕçрĕ. Инструментсен ансамблĕ мĕне тăрать тата! Кĕвĕ хыççăн кĕвĕ шăрантарчĕ вăл. Хутăш ансамбльсем те пулчĕç. "Авăтать куккук" юрă уйрăмах илемлĕн шăранчĕ. Арçынсен ушкăнĕ вара "Когда мы были на войне" юрăпа итлекенсен куçĕсене шывлантарчĕ. Учительсем те юрра-ташша ăста. Хальхинче шкул ачисене ăс паракансем "Атте-анне, телей сунатăп" юрăпа савăнтарчĕç. Чăваш Писателĕсен союзĕн членĕ Л.Семенова "Эп телейлĕ" сăввине чуна тивмелле вуласа пачĕ. Пысăкки яланах пĕчĕккинчен пуçланать теççĕ. Ача садне çỹ- рекенсем те хăйсен пултарулăхĕпе килентерчĕç. Пуянкассинче пурăнакан Н.Андреев пирки вăл купăса "калаçтарать" теççĕ. Ку - тĕрĕслĕх. Кунсăр пуçне Николай Анатольевич, "Аххаяс" ушкăна çỹренисĕр пуçне, юрăсем те çырать. Концертра унăн темиçе юрри итлекенсем патне çитрĕ. Алă ĕçĕсен куравĕ те пуян пулчĕ. Фестивале килнисене А.Пушкина, И.Петрова, Г.Афанасьева, А.Мресова, Л.Тимофеева, Г.Никонорова, Н.Малова тата ыттисем хăйсен ăсталăхĕпе хаваспах паллаштарчĕç.
С.ПУШКИНА.