28 марта 2014 г.
Мартăн 25-мĕшĕнче, Раççейри культура ĕçченĕсен кунĕнче Шăмăршăра, районти культура аталанăвĕн центрĕнче ирттернĕ фестиваль пĕтĕмлетĕвĕн мероприятине - Гала-концерта халăх йышлă пухăнчĕ. Концерт программине пуçлас умĕн район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В.Петьков культура ĕçченĕсене професси уявĕ ячĕпе ăшшăн саламларĕ, илемлĕ пултарулăха, халăх йăли-йĕркине малалла аталантарас тĕлĕшпе тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн тав турĕ, ырлăх-сывлăх, творчество ĕçĕнче ăнăçу сунчĕ. Владимир Александрович районти чи пултаруллă культура ĕçченĕсене, илемлĕ пултарулăх коллективĕсен фестиваль-конкурсĕн лауреачĕсене район администрацийĕн Грамотипе чысларĕ. Уяв концертĕнче илемлĕ пултарулăхăн мĕн пур жанрĕ пулчĕ. Хăй тĕллĕн вĕреннĕ артистсем сцена çине пĕрин хыççăн тепри тухса залри куракансене хăйсен пултарулăхĕпе пысăк савăнăç кỹчĕç. Тулли зал вĕсене тав туса кăмăллăн алă çупрĕ. Ял тăрăхĕсен смотр-конкурсĕн кăтартăвĕсем тăрăх "Хор" номинацире Палтиелĕнчи (ертỹçи Т.Долгова), Кивĕ Чукалти (Н.Захарова), Пуянкассинчи (А.Андронов), Чукалти (З.Савельев) тата Карапай Шăмăршăри (Н.Медведева) ял тăрăхĕсен коллективĕсем чи лайăххисем пулчĕç. "Фольклор" номинаци тăрăх Пуянкассинчи "Аххаяс" халăх коллективĕ (ертỹçи Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Н.Федотова), Кивĕ Чукалти "Пилеш" (Н.Иванов), Виçпỹрт Шăмăршăри "Сурпан" (Ф.Малов), Анат Чаткасри "Шурăмпуç" (А.Лукианова), Васанти "Виçял" (И.Гордеева) палăрчĕç. "Инструментсен ансамблĕ" номинаци тăрăх Пуянкассинчи (ертỹçи А.Андронов) купăсçăсен ушкăнĕ лайăхпа палăрчĕ. "Арçынсен ансамблĕ" номинацире Пуянкасси, Васанпа Кивĕ Чукал, "Хĕрарăмсен ансамблĕ" номинацире Кивĕ Чукал, Палтиел ял тăрăхĕсен ансамблĕсем пуринчен те пултаруллăрах пулчĕç. "Çемье ансамблĕ" номинацире Васан ял тăрăхĕнчи Тихоновсене çитекен пулмарĕ. "Ташă" номинаци тăрăх ачасен "Антонина" халăх ташă коллективне (ертỹçи А.Нефедова) тата Пăчăрлă Пашьелĕнчи ача-пăча ташă ансамбльне чи лайăххисен шутне кĕртнĕ. Юрлакансем Гала-концерта хăйне евĕр илемлĕ тĕс кỹчĕç. "Пĕччен юрласси" номинацире В.Шумилов (Карапай Шăмăршă ял тăрăхĕ), С.Невметова (Палтиел), Е.Воронцовапа И.Медведев (Шăмăршă ял тăрăхĕ) мала тухрĕç. "Дуэтпа юрласси" номинацире Н.Захаровапа Н.Иванов (Кивĕ Чукал) тата А.Лукиановапа Т.Деомидова (Карапай Шăмăршă), "Триопа юрласси" номинацире Валентинăпа Надежда Медведевасем, И.Яковлева (Карапай Шăмăршă) пуринчен те илемлĕрех юрлани курăнчĕ. "Илемлĕ вулакан" номинацире З.Головинскаяпа (Шăмăршă) Н.Мульдиярова (Пуянкасси ял тăрăхĕ), "Декоративлă ал ĕç ăсталăхĕ" номинацире Пуянкасси, Васан тата Карапай Шăмăршă ял тăрăхĕсем чи лайăххисем пулнине палăртмалла. Районти фестиваль лауреачĕсем хăйсен пултарулăхĕпе районти Акатуйра та савăнтарĕç.
А.ПЕТРОВА, районти организаципе методика центрĕн ертỹçи.