28 марта 2014 г.
ПУШ (март) - уйăхĕ ултавлă: пĕрре йĕрет, тепре ахăлтатса кулать. Хĕл çуркуннене хăрата-хăрата ирĕлет. Юр вăхăтсăр, ир ирĕлме тытăнсан - вăраха тăсăлса пĕтет. Пуш уйăхĕнче шыв пăртан, юр çĕр çумĕнчен уйрăлаççĕ. Сивĕ çуркунне пулсан çулла пăр çапма пултарать. Пуш уйăхĕнче ура айĕнчи юр чĕриклетсен те шартлама сивĕпе хăратаймасть. Пушра хĕл юлашки "шăлне" хуçать, хутран-ситрен сивĕпе те мухтанать. Юр хăвăрт ирĕлсен - çулла йĕпе-сапа пуласса систерет. Пушра хĕл тем тери çиленсен те çуркуннене пăхăнать. Ир килекен çуркунне вăраха тăсăлать: пĕрре ăшăтать, тепре сивĕтет. Пуш уйăхĕ вăхăтсăр çурхи кĕвве пуçласан ăшă кунсем пуласси шанчăксăр. Çуркуннехи юр пичĕ кăштăркка пулсан тыр-пул тухăçлăхне кĕт; тикĕс, яка пулсан тыр-пул начар тухать. Енчен те тумла пăрĕ варринче сывлăш хăвăлĕсем çук пулсан тыр-пул тулли тĕшĕллĕ пулать, çапса илсен сулмаклă тухать. Çырмара е кỹлĕре пăр çине шыв тухсан часах ăшă кунсем пуçланаççĕ. Тумла пăрĕсем вăрăм пулсан çур вăраха каять. Хĕрлĕ хăва папакĕ мамăклансан çур хĕле çĕнтерет, çул пăсăлать, çырмари шыв пăртан тасалать. Çумăр умĕн е çанталăк ăшăтасса тỹпе сенкерленет. Хурăн шывĕ вăйлă юхма тытăнсан сăлпăранлă кунсем пуçланаççĕ. Мулкачсем вăраххăн йăптăх тăксан çур вăраххăн тата сивĕ килет, вĕсем йăптăх тăкма тытăнмасăр хаяр сивĕсем пĕтмеççĕ. Çуркунне юр кăткă тĕмĕсен çурçĕр енчен ирĕлсен çу ăшă тата вăрăм пулать, кăнтăр енчен ирĕлсен - сивĕ те кĕске. Сăрт çамкине курак çитсен кил картине çур кĕрет. Тăрнасем кăрлинк-кăрлинк кăшкăрса ăшă çывхарнине систереççĕ, вĕсем ир вĕçсе килсен çур та иртерех килет. Кураксем килсен уйăхран юр кайса пĕтет, вĕсем килсенех йăва çине ларсан ăшă çур пĕр харăс хăвăрт иртет. Çурхи ăшă кунсем умĕн кăсăя хаваслă янкăс сасăпа юрлать. Ăсансем çур пуçламăшĕнчех туйлашма тытăнсан сивĕ кунсем вăраха тăсăлаççĕ. Хурт-хăмăр ир вĕçсен лайăх çур пулать. Мартăн 30-мĕшĕ - ăшă Елекçи кунĕ, юр васкаса ирĕлет. Тăрисемпе шăнкăрчсем вĕçсе килеççĕ, пулăсем хĕллехи тарăн вырăнсенчен тухаççĕ, кураксем йăва çавăраççĕ. Пуш уйăхĕн вĕçĕнче улмуççисемпе грушăсен тата чие йывăççисен ытлашши е хăрнă турачĕсене касса тасатаççĕ, кĕскетеççĕ.
(Материала ЧНК вырăнти уйрăмĕ хатĕрленĕ).