Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăшĕ чăтăмлăрах?

28 марта 2014 г.

 СĂМАХĂМ - чăтăмлăх пирки. Хăшĕ чăтăмлăрах -  хĕрарăм-и е арçын-и? Ăсчахсем палăртнă тăрăх хĕрарăм арçынтан чылай çирĕпрех. Вĕсем пĕр ĕçе тусассăн иккĕмĕшĕ часрах ывăнать. Кахал пулнăран мар иккен. Ăсчахсем арçынпа хĕрарăмăн генсен шайĕнче пулса иртекен улшăнусене тăтăш тĕпчеççĕ. Вĕсем çакăн пек пулăма асăрханă: генсен тытăмĕнче этемлĕхĕн вăйлă "çурришĕн" иккĕмĕш "Х-хромосома" çук. Вăл "Y-хромосомăпа" ылмашăннă. "Х-хромосомăри" генсем пире чир-чĕр ересрен сыхлаççĕ. Çавăнпа та хĕрарăм хырăм выçнине те, сивве те, ывăннине те, чире те лайăхрах чăтса ирттерет. Çулсем иртнĕçемĕн çак чăтăмлăх арçынсен - 10, хĕрарăмсен 2 процент чакать. Чăнах та, хĕрарăм йывăрлăха лексен е инкек-синкекпе тĕл пулсан хăраса, аптăраса каймасть. Вăл инкекрен хăтăлма тăрăшать, малалла талпăнать. Арçын вара, ытларах чухне аллисене усать, малашлăх пирки шухăшлама пăрахать. Чылай чухне эрех ĕçме пуçлать, инкеке çĕнтереймесĕр хăй çине алă хурать. Пурнăç ыйтнипе-ши, е арçынсенчен маларах пулас тесе-ши хĕрарăмсем учрежденисенче аслă вырăнсем йышăнма тытăнчĕç. Çакна пула пĕрремĕшсем хăйсене шанма пăрахаççĕ, шаннине тивĕçлĕ шайра пурнăçлайми пулаççĕ, ĕç пусмин чи аялти картлашки çинче юлаççĕ. Хĕрарăм чăтăмлăраххине ял пурнăçĕнче те курма пулать. Чылай ялта колхоз саланнă. Ĕç вырăнĕ çукпа пĕрех. Хăшĕ-пĕри, пурнăçа тытса пырас текенни, килти хуçалăха пăрахса инçетри хуласене "шабаша" каять. Ытларахăшĕ ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхет. Килти хуçалăх хĕрарăм çине тиенет. Хĕрарăм, пĕтĕмпех ĕлкĕрме тăрăшать: ирех тăрса выльăхне пăхма та, ачисене апатлантарса шкула кăларса яма та, кил-çурта тирпейлеме те, ĕçе кайма та. Ку тĕслĕхсем хĕрарăм арçынран чăтăмлăрах пулнине лайăх çирĕплетеççĕ. Паллах, тĕслĕх тата та тупма пулать. Ваттисем: "Хĕрарăма чăтма тунă", - тесе ахальтен каламан пулĕ. Пурнăç çапла пулнин айăпĕ камра-ши? Мĕншĕн этемлĕхĕн черчен çуррин хăйĕн ĕçне те, арçыннăнне те пурнăçласа пымалла?

А.ВАСИЛЬЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика