Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăвашсен пĕрремĕш комбайнĕ

02 апреля 2014 г.

 Акционерсен "Промтрактор" уçă пĕрлешĕвĕнчи цехран чăвашсен пĕрремĕш комбайнĕ - "АГРОМАШ - 4000" - тухнă. Историллĕ çак саманта курма, çĕнĕ производствăпа паллашма Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнчен яваплă çынсем килсе çитнĕ. Аса илтерер: пĕлтĕрхи кĕркунне Красноярск завочĕ хупăнсан мĕн пур пурлăха Шупашкара куçарнă. Ĕçре кирлĕ хатĕр-хĕтĕре 700 автопуйăспа турттарса килнĕ. Каярах чикĕ леш енче туса кăларнă линисем туяннă. Ăсталăха алла илме чăвашсене Çĕпĕр специалисчĕсем пулăшнă. 2014 çул пуçламăшĕнче "Промтрактор" заводра çĕнĕ производство хута кайнă. Кирлĕ пулсан çулсерен 2000 машина таран кăларма пултарать. Халĕччен Красноярскра кăларнă "Енисей" комбайн моделĕсен никĕсĕ çинче çуралнă вăл. Механизаторсен сĕнĕвĕсене шута илсе техникăна модернизациленĕ. Малтанхи модельсемпе танлаштарсан çĕннипе ĕçлеме комбайнерсене темиçе хут меллĕрех, кабинăра компьютер, кондиционер тата ытти те пур. Чăвашра комбайн туса кăларма тытăнни республикăшăн паха ĕнтĕ. Халĕ ĕçлекен уй-хир карапĕсенчен çурри ытларахăшĕ кивелнĕ. Вырмара ĕлкĕрсе пыма хăватлăх çитменрен ĕççи вăраха каять, тухăç çухалать. Вырăнта комбайнсем туса кăларсан лару-тăру улшăнмаллах.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика