Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шăлĕсене шутлама ан манăр

02 апреля 2014 г.

 Тин çуралнă пăрăва мĕнлерех пăхмалла-ха? Çакăн çинчен И.П.Портнов ветеринари тухтăрĕ каласа парать. Пăрăвăн çăварĕпе сăмсине тỹрех таса татăкпа лăймакаран тасатмалла. Кăвапи вĕçне йод янă стакана чиксе кăлармалла. Унтан пăрăва лайăх шăлса типĕтмелле те амăшĕ патне хумалла. Амăшĕ ăна чĕлхипе çулласа юлнă лăймакасенчен тасатать, тирне тата лайăхрах типĕтет. Çапла туни ăна, тин çеç çут тĕнчене килнĕскере, çĕнĕ "лару-тăрăва" хăвăртрах хăнăхма пулăшать. Çулани амăшĕшĕн те усăллă: çакă ăна хăвăртрах хыçĕнчен хăтăлма, амалăхне пĕрĕнме пулăшать. Кăштахран пăрăвăн шăлĕсене шутласа пăхăр. Йĕркеллĕ аталаннин çăварĕнче 3 мăшăр кайри шăл пулмалла, унсăр пуçне тата 8 шăл. Енчен те кайрисем тăваттă е сахалтарах пулсан -  пăру лайăхах аталанса çитеймен. Тепĕр чухне çитмен шăлсем кăшт каярах тухаççĕ. Кирек епле пулсан та çакнашкал пăрăва уйрăмах лайăх пăхмалла -  ыттисенчен ытларах чирлеççĕ, начартарах ỹсеççĕ ун пеккисем. Тĕрĕс, йĕркеллĕ пăхни вара лайăх аталанма, ỹсме пуçлать. Шăлĕсене шутланă хыççăн пăрăва чĕпĕтсе илме те юрать. Нерв тытăмĕ лайăх аталаннă пулсан пăрушка кăшт чĕпĕтнипех ура çине сиксе тăрать, айккинелле тапса сикет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика