Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕркунне - пĕрремĕш класа!

02 апреля 2014 г.

 ÇАК кунсенче район центрĕнчи "Юмах" ача садĕнчи хатĕрленỹ ушкăнĕн воспитанникĕсем Шăмăршăри вăтам шкулта хăнара пулчĕç. Вĕсене кунта пĕрремĕшсен пулас вĕрентекенĕ - Елена Валерьевна Шамеева ăшшăн кĕтсе илчĕ. Шкул библиотекарĕ Раиса Васильевна Федотова пĕчĕккисемпе "Юратнă юмахсен страницисем тăрăх" викторина ирттерчĕ. Спорт залĕнче ачасем шкула спортри çитĕнỹсемшĕн панă Кубоксемпе тата Дипломсемпе паллашрĕç, алла мечĕк тытса чупрĕç тата вылярĕç. "Эх, хăçан сентябрĕн пĕрремĕшĕ çитĕ-ши?" - çакăн пек çутă ĕмĕтпе таврăнчĕç пулас вĕренекенсем ача садне. 

Л.САБАНОВА, Шăмăршăри "Юмах" ача сачĕн заведующийĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика