02 апреля 2014 г.
Районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра кăçал ĕç шыраса 157 çын пычĕ. Вĕсенчен 133-ĕшне ĕçе вырнаçтарма май килчĕ. Ĕç шыракансен 74 проценчĕ - хĕрарăмсем, пенси умĕнхи граждансем - 14,8 процент, хăйсен ирĕкĕпе ĕçрен тухнисем - 34 процент, штата чакарнине пула ĕçрен хăтарнисем - 31,9 процент. Хальхи вăхăтра районта 153 ĕç вырăнĕн вакансийĕ пур, вĕсен 81 проценчĕ - рабочи профессийĕсем. Ĕç паракансене поварсем, инженер-программист, ПЭВМ операторĕ, буфетчиксем, уборщицăсем, трактористсем тата ытти професси çыннисем кирлĕ. Ĕç шыратăр пулсан, тархасшăн, пирĕн центра кĕрсе тухăр!
С.КУЗЬМИН, центр директорĕ.