02 апреля 2014 г.
Çулталăк пуçланнăранпа районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр ĕçсĕр тăрса юлнă 10 çынна çĕнĕ професси илме тата квалификацие ỹстерме вĕренме ячĕ. Граждансем электрогазосварщик, "В" тата "Д" категориллĕ водитель, уйрăм хуралçă (частный охранник), парикмахер специальноçĕсене илеççĕ. Çавăн пекех "1С: Предприяти" тата "Суту-илĕве илсе пырасси" программăсем тăрăх квалификацие ỹстерекенсем те пур.
С.КУЗЬМИН, районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр директорĕ.