05 апреля 2014 г.
Раççей Правительствин йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн апрелĕн 1-мĕшĕнчен социаллă пенсисем 17,1 процент ỹснĕ, федераци çăмăллăхĕсемпе усă куракансене уйăхсерен паракан тỹлевсем тата соцпакет хакĕ - 5 процент, ĕç пенсийĕсен страхлав пайĕ февраль уйăхĕнчи ỹсĕмрен 1,7 процент пысăкланать. Çапла пĕлтерет РФ Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕ. Чăваш Республикинче социаллă пенсин вăтам виçи 947 тенкĕ ỹссе 6522 тенке çитет, инвалид ачасен тата ачаранпах пĕрремĕш ушкăн инваличĕ шутланакансен - 1515 тенкĕ ỹссе 10376 тенке. Аса илтеретпĕр: ĕç пенсийĕсене кăçал февралĕн 1-мĕшĕнчен инфляцие кура 6,5 процент индексациленĕччĕ. Апрель уйăхĕнчи коэффициента Пенси фончĕн пĕлтĕрхи тупăшĕ пĕр пенсионер пуçне мĕн чухлĕ тухнине кура палăртнă. Çулталăк пуçланнăранпа ватлăхпа паракан пенси вăтамран 785 тенкĕ ỹснĕ. Ĕç пенсийĕ - кăçалхи февраль уйăхĕнчипе танлаштарсан - 175 тенкĕ хăпарса 10380 тенке çитнĕ, ку пенсионерсене пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçерен (4963) 2,1 хут нумайрах. Çапла майпа апрель уйăхĕнчен мĕн пур пенсионерăн укçи ỹсет. Кашнин пенсийĕ тĕрлĕрен пулнипе хушăмĕ те кашнин расна пулĕ. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин участникĕсен, икĕ пенси илекенскерсен, вăтамран 1,8 пин тенкĕ хушăнса 26,8 пине çитĕ.
"ХРЕСЧЕН САССИ" хаçатран.