05 апреля 2014 г.
Сассине хăпартмасăр, çемçен калаçать вăл, ял хуçалăх темине çĕклесен вара цифра хыççăн цифра асăнса тĕлĕнтерет. "Ку çын хăйĕн специальноçне питĕ лайăх пĕлет, унпа тавлашма йывăр", - çакăн пек шухăш пырса кĕрет Иван Васильевича итлесе тăнă чухне. Тинĕс-Çар Флотĕнче службăра пулнине тата Чăваш ял хуçалăх институтĕнче (халĕ- академи) агронома вĕреннине шутласан, И.В.Якушовăн ĕç стажĕ 40 çултан та иртсе каять. Вĕр-çĕнĕ дипломлă çамрăк агронома 1980 çулта Куславкка районĕнчи "Волжский" совхоза ĕçлеме янă. Тĕп агроном пулса виçĕ çул та ĕçлеймест - Анат Чаткас çамрăкне совхоз директорĕн "тилхепине" шанаççĕ. Çапах та чĕре тăван тăрăхах - хăй çуралса ỹснĕ Шăмăршă районнех туртнă çав. Ăçта кăна тăрăшсан та, Иван Васильевич хăй хыççăн ырă ят хăварнă. Ỹсен-тăрансене хỹтĕлекен станцире вăй хунă чухне те ял хуçалăхĕнче наука çĕнĕлĕхĕсемпе анлă усă курассишĕн тăрăшнă. Çапах та И.В.Якушов хальхи ĕçне - "Россельхозцентр" ФГБУн Чăваш Республикинчи филиалĕн Шăмăршă районĕнчи уйрăмĕн пуçлăхĕн должноçне - ытларах килĕштерни сисĕнет. Хуçалăхсенчи тĕш-тырăсемпе пăрçа йышши культурăсен вăрлăхĕн пахалăхне ỹстерессишĕн, çĕнĕ сортсене анлă çул парассишĕн, ỹсен-тăрансен чир-чĕрĕпе кĕрешессишĕн вăй-халне шеллемест Иван Васильевич. Çавăнпах ĕнтĕ ăна районта хисеплеççĕ, çамрăк специалистсем унран канаш ыйтаççĕ. Иван Васильевич - лайăх çемье пуçĕ те. Мăшăрĕпе - Елизавета Валентиновнăпа - хĕрпе ывăл çуратса ỹстернĕ. Кукашшĕпе кукамăшне икĕ мăнукĕ - "хĕр пĕрчисем" савăнăç кỹреççĕ. Ыран - апрелĕн 6-мĕшĕнче И.В.Якушов хăйĕн юбилейне паллă тăвать. Вĕресе тăракан вăй-халлă çыншăн 60 çул нумай мар-ха. Халăх академикĕ Терентий Мальцев калашле, утмăлти арçын пурнăç тути-масине пĕлсе кăна çитет-ха, унăн ĕçлемелле те ĕçлемелле. Эпир те Иван Васильевича çирĕп сывлăх, телей, вăрăм ĕмĕр сунатпăр.
Ив.АНАТКАС.