Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Депутатсем отчета çирĕплетнĕ

09 апреля 2014 г.

Апрелĕн 4-мĕшĕнче район администрацийĕнче Шăмăршă район Пухăвĕн депутачĕсен черетлĕ 27-мĕш ларăвĕ пулса иртнĕ. Ларăва район пуçлăхĕ - район Пухăвĕн председателĕ М.Хамдеев ертсе пынă. Лару ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Фадеев хутшăннă. Кун йĕркинчи тĕп ыйту - Шăмăршă районĕн 2013 çулхи бюджечĕ мĕнле пурнăçланни çинчен калакан отчета сỹтсе явса çирĕплетесси. Çак ыйтупа район администрацийĕн финанс пайĕн пуçлăхĕ О.Миронова доклад туса панă. Отчетран курăннă тăрăх, бюджета тупăшсем енĕпе 230 миллион та 527 пин тенкĕ чухлĕ (99,9%) пурнăçланă. Тăкаксем енĕпе вара - 231 миллион та 335 пин тенкĕ (99,7%) чухлĕ. Район бюджетне хамăр тупăшсем 36 миллион та 198 пин тенкĕ (мĕн пур тупăшăн 15,7%) пырса кĕнĕ. Район бюджечĕн тăкакĕсен политики халăхăн социаллă пурнăçне лайăхлатассипе, кун йĕркинчи çивĕч ыйтусене татса парассипе, муниципаллă программăсемпе мероприятисем валли укçа-тенкĕ уйăрнипе тачă çыхăннă. Кунта социаллă сферăсем - вĕрентỹпе çамрăксен политики, ЖКХ, культура, социаллă политика тĕп вырăн йышăнаççĕ. Доклада итленĕ тата сỹтсе явнă хыççăн, район Пухăвĕн депутачĕсем Шăмăршă районĕн бюджечĕ 2013 çулта мĕнле пурнăçланни çинчен калакан отчета пĕр саслă пулса çирĕплетнĕ. Лару кун йĕркине кĕртнĕ ытти ыйтусене те сỹтсе явнă, тивĕçлĕ йышăну тунă. Çак ыйтусенчен чи пĕлтерĕшли -  Шăмăршă район Пухăвĕн депутачĕсен 2013 çулхи декабрĕн 3-мĕшĕнчи ларăвĕнчи "Шăмăршă районĕн 2014 çулхи тата 2015-2016 çулсенчи бюджечĕ çинчен" тунă йышăнăва хăш-пĕр улшăнусем кĕртни. Район бюджечĕ çак тапхăрта тупăшсем енĕпе 3 миллион та 722,1 пин тенкĕ чухлĕ пысăкланать. Çавна май тăкаксен пайĕ те ỹсет. Улшăнусем кĕртнине шута илсе, Шăмăршă районĕн 2014 çулхи бюджечĕ тупăшсем енĕпе 184 миллион та 34 пин тенкĕ чухлĕ, тăкаксем енĕпе 184 миллион та 940 пин тенкĕ чухлĕ пулĕ. 

С.ИВАНОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика