Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял илемĕ - хамăршăн

09 апреля 2014 г.

 Тунти кун  район администрацийĕнче иртнĕ анлă канашлура тĕп ыйтусем çурхи ака-суха ĕçĕсене хатĕрленесси тата ялсенче тирпей-илем тăвасси пулчĕç. Район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ В.В.Алексеев каланă тăрăх, çурхи уй-хир ĕçĕсене пуçăнма, тĕпрен илсен, хатĕр. "Макаров", "Хлюкин" фермер хуçалăхĕсемпе "Исток" ООО пĕрчĕллĕ культурăсен пысăк репродукциллĕ вăрлăхĕсене турттараççĕ. Пур çĕрте те çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе минерал удобренийĕсем хатĕрлеççĕ. Ялсене тирпей-илем кĕртесси те - чи кирлĕ ĕçсенчен пĕри. Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.П.Фадеев кăçал ку ыйтупа ытти çулсемпе танлаштарсан тăрăшарах ĕçлемеллине, яваплă çынсенчен çирĕп ыйтассине палăртрĕ. Районта апрелĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа санитарипе экологи уйăхлăхĕ пырать. Çак уйăхлăха кашни çынна хутшăнтарма тăрăшмалла. Хамăр вараланине хамăрăнах тасатмалла, малашне тирпейлĕрех пурăнма тытăнмалла. Урăхла çул çук. Шăмăршă -  республикăн кăнтăр енчи "хапхи": хăнасем эпир мĕнле пурăнни тăрăх пĕтĕм республикăна хаклаççĕ. Ятăмăра ярар мар, тирпей-илемшĕн тăрăшасси район территорийĕнче пурăнакан, кунти çăмăллăхсемпе усă куракан кашни çыншăн пурнăç норми пултăр. Канашлура район пурнăçĕнчи ытти ыйтусене те сỹтсе яврĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика