09 апреля 2014 г.
Чăваш Республикин "Вăрçă çулĕсенчи тыл ĕçченĕсене, ĕç ветеранĕсене тата Чăваш Республикин ĕç ветеранĕсене социаллă пулăшу парасси çинчен" тата "Политика репрессийĕсене пула асап тỹснĕ тесе йышăннă çынсене, реабилитациленĕ çынсене социаллă пулăшу парасси çинчен" Саккунĕсене тĕпе хурса, районти тыл ĕçченĕсене, ĕç ветеранĕсене тата реабилитациленĕ çынсене патшалăх уйăхсерен пулăшу парать. Хальхи вăхăтра районти халăха социаллă хỹтлĕх паракан пайра кашни уйăхрах регионти социаллă пулăшăва илсе тăракан 1449 çынна шута илнĕ. Çав шутра тыл ĕçченĕсем - 130-ăн, ĕç ветеранĕсем - 1290-ăн, реабилитациленĕ çынсем - 20-ĕн, политика репрессийĕсене пула асап тỹснисем - 1 çын. 2014 çулхи пĕрремĕш кварталта регионти çăмăллăхсене илсе тăракансене патшалăх пĕтĕмпе 4982956 тенкĕ укçа тỹленĕ.
Н.ЕНДИЕРОВ, районти халăха социаллă хỹтлĕх паракан пай пуçлăхĕ.