Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сахал тупăшлă çемьесене - пулăшу

09 апреля 2014 г.

 Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ 2001 çулхи августăн 13-мĕшĕнче йышăннă "Сахал тупăшлă çемьесене шута илмелли система туса хурасси çинчен" Постановленипе килĕшỹллĕн, Шăмăршă районĕнчи халăха социаллă хỹтлĕх паракан пай сахал тупăш илекен çемьесене регистрацилес тĕлĕшпе малалла ĕçлет. Пирĕн пата çынсем "Сахал тупăшлă çемье" статуса çирĕплетекен справка илме пыраççĕ. Çак справкăна тăратсан, кăнтăрлахи майпа вĕренекен студентсем патшалăхран социаллă стипенди илсе тăма пултараççĕ. Шкул ачисене вара тỹлевсĕрех учебниксемпе тивĕçтереççĕ тата столовăйра апатлантараççĕ. 2014 çул пуçланнăранпа районта "Сахал тупăшлă çемье" статуса илнисем 77 шутланаççĕ. Социаллă стипенди илсе тăма 65, тỹлевсĕр учебниксемпе тивĕçтерме тата апатлантарма 29 справка çырса патăмăр. Сахал тупăшлă çемьесене кашни 6 уйăхран çĕнĕрен регистрацилетпĕр, кирлĕ документсене те çĕнĕрен тăратма тивет.

Н.ЕНДИЕРОВ, районти халăха социаллă хỹтлĕх паракан пай пуçлăхĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика