Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Раççей вăйĕ - халăхсен туслăхĕнче

09 апреля 2014 г.

 Çуркуннехи каникул вăхăтĕнче Шăмăршăри вăтам шкулти Саманта Смит ячĕллĕ Интернационалла клуб членĕсем Раççейри çамрăк интернационалистсен "Раççей вăйĕ-халăхсен туслăхĕнче" фестивалĕн ĕçне хутшăнчĕç. Фестиваль Карели Республикинчи Костомукша хулинче пулса иртрĕ, ултă куна тăсăлчĕ. Çакна палăртмалла: кăçалхи фестивале Александр Несин воин-интернационалист ячĕллĕ "Россияне" туслăх клубне йĕркеленĕренпе 25 çул çитнине халалланă. Фестиваль программи интереслĕ те пуян пулчĕ. Карели тĕп хулинче Петрозаводскра кидовецсем наци культурин "Карелия -  рунопевческий край" центрне çитсе курчĕç. Ачасем кунта Карелипе Финляндин питĕ чаплă ăс-тăн пуянлăхĕпе - "Калевалăпа" паллашрĕç. Çавăн пекех пуканесемпе юмахсен, тĕрлĕ тĕлĕнтермĕшсен "çĕр-шывне" кĕрсе курчĕç. Çак пĕчĕк "çĕр-шывра" Юмахсен айлăмĕ те, Театр лапамĕ те, Ăстаçăсен хули те, пуканесем ăсталакан мастерскойсем те пур. Кидовецсем Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче, Афган вăрçинче тата Чечняра пуçĕсене хунă Карели çыннисене асăнса лартнă палăксем умне чĕрĕ чечексем хучĕç. Костомукшăна Карелин "ахахĕ" тесе хаклаççĕ, "Вăрманти хула" текенсем те пур. Çак хулана финнсем пулăшнипе çĕкленĕ. Костомукша хула округĕнче культурăпа историн 38 палăкĕ вырнаçнă. "Костомукшский" музей-заповедникре пулса курни те асра юлчĕ, кунта кидовецсем Карелин çав тери пуян флорипе тата фаунипе паллашрĕç. "Терветулоа" ("Ырă сунса кĕтетпĕр") культурăпа музей центрĕнче "Карели çурчĕ" экспозицие кайса курни те питĕ килĕшрĕ. Кидовецсем тĕрлĕ акцисене хутшăнчĕç, тĕрлĕ вăйăсем вылярĕç, нумай-нумай çĕнĕ туссемпе паллашрĕç. Киле каяс умĕн шăмăршăсем "Фрегат" кану çуртне кайса курчĕç, Хĕл Мучи çуртне кĕрсе сăн ỹкерттерчĕç, пăлансем çине пăхса савăнчĕç. Саманта Смит ячĕллĕ КИД членĕсем "Россияне" клуба, уйрăмах клуб ертỹçине Т.Г.Шавыринана интереслĕ çул çỹревшĕн чун-чĕререн тав турĕç.

В.КУЗЬМИНА, КИД ертỹçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика