09 апреля 2014 г.
Апрелĕн 3-мĕшĕнче районти культура аталанăвĕн центрĕнче культура ĕçченĕсен канашлăвĕ иртнĕ, халăх канăвне интереслĕрех те лайăхрах йĕркелес тĕлĕшпе умра тăракан задачăсене сỹтсе явнă. Канашлу умĕн культура ĕçĕнче уйрăмах палăрнă çынсене - РОМЦ ертỹçине А.Петрована, В.Мартыновский сасă режиссерне, Анат Чаткас ял тăрăхĕн библиотекарьне А.Лукианована, Шăмăршă ял тăрăхĕн тĕп библиотекин заведующине И.Тимофеевана тата Асанкасси ял библиотекин библиотекарьне Л.Орлована Грамотăсемпе чысланă. Кун йĕркинчи ыйту тăрăх Пăчăрлă Пашьел ял тăрăхĕнчи культурăпа кану центрĕн директорĕ И.Угарина, Шăмăршă ял тăрăхĕн тĕп библиотекин библиотекарĕ Л.Чернышева, Палтиел ял тăрăхĕн библиотекин библиотекарĕ М.Гайнуллова тухса калаçнă, хăйсен ĕç опычĕпе паллаштарнă. Районти культура аталанăвĕн центрĕн методисчĕ Т.Давыдова Культура çулталăкне халалланă фестиваль итогĕсене тишкерсе тухнă. Культура аталанăвĕн центрĕн директорĕ В.Львова канашлăва хутшăннисене культура енĕпе йышăннă законодательствăри улшăнусем çинчен каласа панă. Канашлура культура учрежденийĕсен кăçалхи иккĕмĕш квартал валли ĕç планне çирĕплетнĕ.
Т.СЕРГУНОВА