12 апреля 2014 г.
"Чăваш вăрманĕ" Наци паркĕнче, Пĕтĕм тĕнчери Парксен маршне халалласа, çавра сĕтел хушшинчи черетлĕ тĕл пулу иртрĕ. Хальхинче хăнана районти шкул директорĕсен вĕрентỹпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕсем килнĕ. Тăван тавралăха упрасси, çăл куçсене тасатса çĕнĕ пурнăç парнелесси, йывăçсемпе тĕмсем ытларах лартса чĕртесси, ачасене экологи воспитанийĕ парасси пирки уçă калаçу пычĕ. Парксен маршĕн программипе килĕшỹллĕн, çывăх вăхăтра "Шыва хисеплер!" ятпа экологи слечĕ иртмелле. Педагогсем Наци паркĕн ĕçченĕсемпе пĕрле слета интереслĕрех ирттересси пирки хăйсен шухăшĕсене палăртрĕç. Çакăн пек интереслĕ те усăллă тĕл пулусем Наци паркĕнче малашне те пулĕç. Парксен маршĕ тăван çут çанталăка хỹтĕлеме пулăшĕ.
Н.САВЕЛЬЕВ, Наци паркĕн ĕçченĕ.