Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ялсенче пушар хăрушлăхĕ пысăк

12 апреля 2014 г.

 ЧР Министрсен Кабинечĕн апрелĕн 9-мĕшĕнче иртнĕ ларăвĕнче (ăна Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев ертсе пынă) 19 ыйту пăхса тухнă. Вĕсенчен пĕри - вăрман пушарĕсене пула шар курма пултаракан ял-поселенийĕн переченьне йышăнни. Ку списока 16 ял, сад юлташлăхĕсем, сывлăха çирĕплетмелли ача-пăча лагерĕсем тата экономика объекчĕсем кĕреççĕ. Ялсем пирки калас пулсан, вĕсенчен 7-шĕ Шăмăршă районĕнче вырнаçнă. Республикăри чрезвычайлă лару-тăрупа граждан оборонин ĕçĕсен патшалăх комитечĕн председателĕ Вениамин Петров ял вăрман çумĕнчех вырнаçнă пулсан вăл пушара пула шар курма пултаракансен шутне лекнине ăнлантарнă. Пушар тухас хăрушлăх ỹсекен тапхăр çитиччен вĕсен кашнин паспортне хатĕрлĕç. "Ку документа йышăнни республика территорийĕнчи пушар хăрушсăрлăхĕн профилактикин тухăçлăхне ỹстерме май парĕ", - тенĕ В.Петров.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика