12 апреля 2014 г.
Ачасем космонавтика темине питĕ килĕштереççĕ. Шăмăршăри "Ромашка" ача сачĕнчи вăтам ушкăнри ("Радуга") ачасем "Космос- вĕç- хĕррисĕр уçлăх" презентаципе хапăл тусах паллашрĕç. Вĕсем çăлтăрсем, планетăсем, космос карапĕсем тата тĕнчери пĕрремĕш космонавт Юрий Гагарин çинчен çĕннине нумай пĕлчĕç. Малалла вара пĕчĕккисем вăйă-конкурса хутшăнчĕç. Вĕсем çăлтăрсен, ракетăсен темипе ỹкерчĕксем ỹкерчĕç, картонран касса "космос карапĕсем" ăсталарĕç, пластилинран "космосран килнисен" кĕлеткисене турĕç.
А.ЛУКИЯНОВА, воспитатель.