Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кайăксен юррипе, çăл куçсен кĕввипе…

16 апреля 2014 г.

 Шăмăршă районĕнчи чи илемлĕ, пурсăмăршăн та чи хаклă вырăнсенчен пĕри - "Чăваш вăрманĕ" Наци паркĕ. Ăна Раççей Федерацийĕн Правительствин йышăнăвĕпе 1993 çулхи июнĕн 20-мĕшĕнче йĕркеленĕ. Наци паркĕн пĕтĕмĕшле лаптăкĕ - 25200 гектар. Кунти флорăпа фауна тĕнчи çав тери пуян. Вĕсенчен чылайăшне Чăваш Республикин Хĕрлĕ кĕнекине кĕртнĕ. Парк территорийĕнче историпе çыхăннă вырăнсем темиçе те. Кунта ĕлĕк тимĕр руди кăларнă, сăмала юхтарнă тата кăмрăк хатĕрленĕ вырăнсем пур. Сукна фабрики пулнă вырăн та упранса юлнă. Карлинский вал вырăнĕпе те паллашма пулать. Парк территорийĕнче туристсем валли "Чăваш вăрманĕн вăрттăнлăхĕсем", "Аваллăх алăкне уçсан" тата "Эко-пуянлăх" арт-сукмак" экологи сукмакĕсем йĕркелерĕмĕр. "Çăкалăхри çăтмах", "Кану вырăнĕ-беседка", "Вăрман ырлăхĕ" вырăнсем те кăмăла çĕклĕç. Хаçатра вырăн панипе усă курса, туристсене вăрманта вут-кăварпа асăрхануллă пулма, кăвайта ятарласа тунă вырăнта çеç чĕртме чĕнсе калатăп. Вăрмана çỹп-çаппа вараламалла мар, йывăçсемпе тĕмсене, ỹсен тăрана упрамалла. Çут çанталăк илемлĕхне фотоаппаратпа ỹкерсе илсен питех те аван пулĕччĕ. "Чăваш вăрманĕ" Наци паркĕ республикăри тата ун тулашĕнчи туристсене, çут çанталăк тусĕсене йышăнма яланах хапăл. Сире пирĕн вăрман вĕçен кайăксен юррипе, кĕмĕл шывлă çăл куçсен асамлă кĕввипе кĕтсе илĕ. 

Ю.ТАТАРСКИХ, "Чăваш вăрманĕ" Наци паркĕн директорĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика