Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хаксем хальлĕхе пĕр шайрах

19 января 2013 г.

ÇĔНĔ çула кĕтĕмĕр. Малтанласа уявсем хыççăн хаксем ÿсесси пирки сас-хура тухнăччĕ. Чăнах та çаплах-ши; Çак тĕллевпе ятарласа Шăмăршă пасарне çитсе килтĕмĕр, унти хаксемпе кăсăклантăмăр. Çакна пĕлме май килчĕ: хальлĕхе хаксем пĕр шайрах темелле, пĕлтĕрхинчен пысăк уйрăмлăхсем çукрах.

Хĕл мучи çан-çурăма çеç мар, урасене те самаях "хыпашлать". Кун пек чухне чи шанчăкли – кăçатă. Пасарта ăна çитĕннисем валли мăшăрне 1300 тенкĕпе сутаççĕ, ачасем валли, размерĕсене кура, 800 тенкĕрен тытăнса туянма пулать. Пĕр мăшăр килте çыхнă çăм нуски – 200 тенкĕ.

Аш-какай хакĕ те интереслентерчĕ. Сысна какайне, сăмахран, тачкалăхне кура, пĕр килограмне 130 тенкĕрен тытăнса сутаççĕ. Ĕне ашĕн пĕр килограмĕ – 200 тенке яхăн. Пĕр килограмм салона 150 тенкĕпе сĕнеççĕ.

Выльăхсен ăш-чикки те пур. Пĕверпе чĕрен хакĕсем пĕр пекех: пĕр килограмĕ – 150 тенкĕ. Хур тушки 120 тенкĕпе танлашать.

Пасар шăнтнă чĕрĕ пулăран та пуян. Вĕсене, сорчĕсене кура, 40-140 тенкĕпе туянма пулать.

Хальхинче сĕт, тăпăрчă, услам çу, çăмарта сутакансем курăнмарĕç. Пĕлекенсем каланă тăрăх, вĕсен хакĕсем улшăнман: 1,5 литр сĕт 30 тенкĕ, тăпăрчă 120, услам çу 200 тенкĕшер иккен. Пĕр теçетке çăмарта – 40 тенкĕ.

Çăнăх вара пĕлтĕрхинчен ÿснĕ. Сутакансем çакна тырă хакланнипе (халĕ туллăн 1 килограмĕ 9 тенкĕ) сăлтавлаççĕ. Пĕр михĕ чи пысăк пахалăхлă çăнăх хакĕ – 1000 тенкĕ, пĕрремĕш сортли 50 тенкĕ йÿнĕрех. Ыраш çăнăхĕ те пур. 10 килограмлă хутаç – 150 тенкĕ тăрать. 50 килограмм таякан пĕр михĕ отрубишĕн 350 тенкĕ ыйтаççĕ. Иртнĕ пасарта комбикорм сутакансем тĕл пулмарĕç.

Улма-çырла хакĕсем, тĕпрен илсен, лавккари пекех. Кĕрпе, макарон, кондитер изделийĕсем пирки те çакнах каламалла. Тип çу хакĕ те улшăнман.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика