19 января 2013 г.
Захария Аслă священникпа унăн мăшăрĕн Елисаветăн ача-пăча пулман. Вĕсем, ватăскерсем, Турăран ача ыйтса кĕл тунă. Пĕррехинче чиркÿ алтарĕнче ангел курăнса кайнă. Вăл Захарияна çапла каланă:
– Санăн мăшăрна ача çуратма пулăшма кĕл туса йăлăннине Турă илтрĕ. Сирĕн ывăл ача çуралать, ăна эсир Иоанн тесе ят хуратăр. Ун çинче Святой Сывлăш пулать. Иоанн çынсене çăлăнăç çулне кăтартса пырĕ. Вăлах çĕр çине килекен Турра кĕтсе илме те çул кăтартĕ.
Ангел калани пурнăçлансан, ывăл çуралсан, Захария ангел сăмахĕсене аса илнĕ.
Иоанн çамрăклах пуш хире пурăнма куçнă. Унта ÿсен-тăран тымарĕсемпе тата пылпа тăранса, Турра кĕл туса, çынсене ырă ĕçсем тума вĕрентсе пурăннă.
– Хăвăр тунă çылăхсемшĕн каçарма ыйтса Турра кĕл туса пуç çапăр, Çăлакана кĕтсе илме хатĕрленĕр, – тенĕ çынсене Иоанн пророк. – Вăл ман хыçранах пырать. Эпĕ сире шывпа тĕне кĕртетĕп, вăл Святой Сывлăшпа тĕне кĕртĕ.
Çынсенчен чылайăшĕ çылăхсемшĕн ÿкĕнсе Турра пуç çапнă, хăйсене каçарма ыйтнă. Иоанн вĕсене Иордан юхан шывĕнче тĕне кĕртнĕ, Христоса кĕтсе илме хатĕрленĕ.
Пĕррехинче Иисус Христос та Иордан шывĕн хĕррине пынă, Иоанн сăмахĕсене итленĕ. Ăна курсан, Иоанн çапла каланă: "Акă Вăл, тĕнче çылăхĕсене хăй çине илекен Турă Ывăлĕ". 30 çулти Иисус Иоанран хăйне шыва кĕртме ыйтнă. Иисус Христос çылăхсемсĕр пурăннине пĕлсе тăнă май, çакна хирĕçлесе: "Сан хăвăн мана шыва кĕртмелле", – тенĕ. "Эсĕ вĕрентсе çÿренĕ Турă тĕрĕслĕхне кăтартмалла пирĕн", – хуравланă Иисус.
Иоанн Христоса Иорданра шыва кĕртнĕ вăхăтра сасартăк тÿпе уçăлса кайнă та Святой сывлăш кăвакарчăн пек курăнса Иисус Христос çине аннă. Пĕрлех тÿпере Атте Турă сасси янăраса кайнă.
Иисус Христос шыва кĕни пĕтĕм тĕнчене Святой Троицăна (Виçĕ Святой Турра) ĕнентерÿллĕн кăтартса панă: Атте Турă Хăйĕн Ывăлĕ пирки пĕлтернĕ – Святой Сывлăш Турă кăвакарчăн пек курăнса килнĕ. Çавна май Христос шыва кĕнине палăртакан уява – январĕн 19-мĕшне – "Турă тĕнчене курăннă кун", теççĕ.
Çак кун чиркÿсенче шыва кĕл туса тасатаççĕ, ăна Турра ĕненекенсем киле илсе килсе тирпейлĕн упраççĕ. Çак святой шыва ĕçсе çынсем Турăран вăй-хăват илеççĕ, ăна сапса кил-çурта усал сывлăшран сиреççĕ.
Христос шыва кĕрсе хăйĕн вĕренекенĕсене тата пĕтĕм тĕнчери халăха Турра тĕрĕс пуç çапма, кĕл тума вĕрентнĕ. Тĕне кĕртнĕ вăхăтра пачăшкă пĕчĕк ачана виçĕ хутчен шыва чиксе илет те çапла калать: "Ашшĕн, Ывăлĕн, Святой Сывлăшĕн ячĕпе". Тĕне кĕнĕ хыççăн эпир пурте Турă чурисем тата чиркÿ членĕсем пулса тăратпăр, кăкăр çинче хĕрес çакса çÿретпĕр. Хĕрес пире яланах Турă пилĕпе çÿреме пулăшать.