Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Типĕ курăка ан çунтарăр!

19 апреля 2014 г.

 Пухăннă çỹп-çапа çунтарма тытăннă çурхи-çуллахи тапхăрта пушарсем тухасси ỹссех пырать. Типĕ курăка çунтарнă чух пурăнакан е ытти çуртсем, вăрмансем çине вут-çулăм ан ỹктĕр тесе Раççей Правительствин 2014 çулхи февралĕн 17-мĕшĕнчи 113 номерлĕ йышăнăвĕпе Пушар хăрушсăрлăх правилисене улшăнусем кĕртнĕ. Унпа килĕшỹллĕн яллă вырăнсенчи çĕрсем çинче çилсĕр çанталăкра типĕ курăк çунтарнă чух çак йĕркесене пăхăнмалла: -  типĕ курăка çунтармалли лаптăк çывăхри объектран 50 метртан çывăх пулмалла мар; - асăннă лаптăка пушара хирĕçле ятарлă минераллă йĕрпе уйăрмалла, çунтармалли лаптăк тавра 25- 30м радиусра хăрнă йывăçсене, вут-шанка тата çунма пултаракан ытти япаласене пуçтармалла; - типĕ курăка çунтарнă чух пушар сỹнтермелли хатĕрсем пулмалла; -  типĕ курăка çунтарас тата уншăн яваплă çынсене уйăрас енĕпе организаци ертỹçисен йышăну тумалла; - вăрман çывăхĕнчи вырнаçнă лаптăксенче типĕ курăк çунтарнă чух РФ Правительствин 2007 çулхи июнĕн 30-мĕшĕнчи Пушар хăрушсăрлăх правилисене пăхăнмалла; -  çỹп-çапа тата йăлари каяшсене объектсенчен 50 м аяккарах çунтармалла; - кĕперсем айĕнче типĕ курăка, тĕмсене çунтарма юрамасть. Пушара сỹнтериччен унран асăрханни лайăхрах. Пушар тухсан "01" телефонпа е кĕсье телефонĕпе "112" номерпе шăнкăравламалла, хăвăрăн ятăра, адресăра, ăçта, мĕн çуннине пĕлтермелле.

А.КЛЯЖЕВ, районти пушар надзор уйрăмĕн начальникĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика