Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Лартар-ха, тăван, улма йывăççи

19 апреля 2014 г.

Лартар-ха, тăван, улма йывăççи

 Улма-çырла йывăç-тĕмĕсене хăçан лартсан лайăхрах - çуркунне е кĕркунне? Улмуççи, груша, слива, чие тĕмĕ кĕркунне те, çуркунне те лайăх чĕрĕлет -  лартмалли вăхăтсене çирĕп пăхăнмалла çеç. Виноград, чие лартмалли чи лайăх кунсем -  юр ирĕлсе пĕтсенех: ăшша юратакан культурăсем хĕле хирĕç шăнма пултараççĕ. Улма-çырла тĕмĕсем те çуркунне лартнине килĕштереççĕ - ку ĕçе кĕрхи кунсене хăварсан вĕсене лайăх хупламалла. Йывăç-тĕм туяниччен чи малтанах ăçта лартассине палăрт-малла. Тĕслĕхрен, улмуççи, груша, чие, слива питех тиркевлĕ мар - вĕсем хĕвел çинче те, сулхăнрах çĕрте те аванах аталанаççĕ. Виноград валли хĕвел лайăх ỹкекен вырăна суйласа илмелле. Тăпра мĕнлерех пулни те пысăк пĕлтерĕшлĕ -  чухăн çĕрсем çине малтанах тарăнрах шăтăк чавмалла, унта пулăхлă тăпра, çĕрнĕ тислĕк хушса варăнтармалла. Лартас умĕн çак йĕркесене пăхăнни те вырăнлă. Пĕрремĕшĕнчен, папкисем çурса яман йывăçсене кăна туянмалла. Вĕсене тĕрĕслемелле: пĕр папкине татса илмелле, уçмалла, ешĕл тĕс пуррине пăхмалла. Пур пулсан - чиперех, йывăçа туянма юрать. Иккĕмĕшĕнчен, йывăç-тĕм тымарне нỹрлĕ çĕтĕкпе чĕркемелле. Пахчана таврăнсанах йывăç- тĕме сулхăнрах вырăна хумалла, лайăх пăхмалла. Типнĕ туратсене касмалла. 10 литр шывра тымара лайăх аталанма пулăшакан 2 таблетка е капсула ("Корнерост", "Гетероауксин", "Энерген") ирĕлтермелле. Пỹлĕмри температурăллă шывпа усă курмалла. Йывăç-тĕме хатĕр-ленĕ ирĕлчĕке пĕр талăклăха ямалла. Тепĕр кунне лартма юрать.

М.ЗАХАРОВ, ял хуçалăх наукисен кандидачĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика