Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Премьер-министр шыв управĕнче пулнă

30 апреля 2014 г.

 Апрелĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин Шăмăршă районĕнче тăвакан ушкăнлă водовода çитсе курнă, çак шыв управĕ Шăмăршă, Патăрьел районĕсемпе Комсомольски районĕн кăнтăр енчи пайне ĕçмелли паха шывпа тивĕçтерĕ. Премьер-министр шыв тасатакан станци сооруженийĕсемпе паллашнă, çак объектра ĕçлĕ канашлу ирттернĕ. Канашлу ĕçне Чăваш Республикин строительство, архитектура тата ЖКХ министрĕ Олег Марков, Шăмăршă район администрацийĕн пуçлăхĕ Валерий Фадеев, подрядлă тата проект организацийĕсен представителĕсем хутшăннă. Канашлура водоводăн пĕрремĕш черетне ĕçе ярас тĕлĕшпе умра тăракан çивĕч ыйтусене сỹтсе явнă. Объект хатĕрпе пĕрех, технологи оборудованине тепĕр хут тĕрĕслесе тухас ĕç çеç юлнă. Иван Моторин халăхшăн питех те кирлĕ çак объекта хăвăртрах хута ярассишĕн вăйсене пĕрлештермеллине палăртнă.

ЧР ПУÇЛĂХĔН АДМИНИСТРАЦИЙĔН ПРЕСС- СЛУЖБИ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика