Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шăмат кун ялсенче сывлăхпа спорт кунĕ иртрĕ

30 апреля 2014 г.

 Карапай Шăмăршă. Ялти вăтам шкулăн спорт залĕнче йăлана кĕнĕ волейбол турнирĕ иртрĕ. Унта ял çамрăкĕсен, шкул тата ветерансен командисем хутшăнчĕç. Çивĕч кĕрешỹре ял çамрăкĕсен команди (капитанĕ -  Юрий Карпов) çĕнтерỹçĕ пулса тăчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнта -  шкул (Юрий Ермолаев) тата ветерансен (Николай Поликарпов) командисем.

Пăчăрлă Пашьел. Чăн-чăн спорт уявĕ пек иртрĕ ялти вăтам шкулта Сывлăхпа спорт кунĕ. Унта кашни класс хутшăнчĕ. Кĕçĕн классенче вĕренекенсем "Хаваслă стартсенче" ăмăртрĕç. 5-8 классем кĕске тата вăтам дистанцисене чупрĕç. Чи лайăх чупакансем - Артем Борзов (8 класс), Александр Можаев (7"а" класс) тата Павел Храмов (7"б"класс). Шкулти спорт залĕнче баскетболла вылярĕç. Çивĕч тупăшура 11 класс çĕнтерчĕ.

Чукал. Сывлăхпа спорт кунĕнче ял çамрăкĕсем икĕ командăна пайланса футболла вылярĕç. Туслăх çĕнтерчĕ.

С.ИВАНОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика