Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Конкурс çĕнтерỹçисем паллă

30 апреля 2014 г.

 "ЧĂВАШ ВĂРМАНĔ" Наци паркĕ, Пĕтĕм Раççейри "Парксен маршĕ - 2014" акцие хутшăнса, "Упракан территорисем - наци пуянлăхĕ" тата "Упракан шыв-шур тата унта пурăнакансем" социаллă рекламăпа ача-пăча ỹкерчĕкĕсен конкурсне ирттернĕ. Пултарулăх конкурсĕсене 350 ытла çамрăк художник хутшăннă. Çак кунсенче жюри конкурссен кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ. Çакă савăнтарать: "Упракан шыв-шур тата унта пурăнакансем" конкурсра Шăмăршăри вăтам шкулта вĕренекен Анна Яковлева çĕнтернĕ. Ăна I степень Дипломпа наградăланă. Çавăн пекех Шăмăршăри ача-пăча искусствин шкулĕнче вĕренекен Елена Мандрюкова, Ирина Каширских, Юлия Гришнякова, Анстасия Ларионова тата Дарья Захарова II степень Диплома, Шăмăршăри "Аленушка" ача садне çỹрекен Илья Ревунов, Патирек шкулĕнче вĕренекен Наталья Паймеева, Пăчăрлă Пашьел шкулĕнче вĕренекен Анастасия Тимофеева, Кивĕ Чукал шкулĕнче вĕренекен Алина Албутова, Патирек шкулĕнче вĕренекен Радик Кафизов, Васан шкулĕнче вĕренекен Анна Тимофеева, Шăмăршăри "Аленушка" ача садне çỹрекен Варвара Давыдова, Карапай Шăмăршă шкулĕнче вĕренекен Кристина Полякова III степень Диплома тивĕçнĕ. "Упракан территорисем - халăх пуянлăхĕ" социаллă реклама конкурсĕнче Карапай Шăмăршă шкулĕнче вĕренекен Ольга Полякова III степень Диплома тивĕçнĕ. 

Н.САВЕЛЬЕВ, "Чăваш вăрманĕ" Наци паркĕн сотрудникĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика