30 апреля 2014 г.
Илемлĕ вырăнта ларать Пăчăрлă Пашьел ялĕ. Вăрманĕ, улăх-çаранĕ, шăнкăр-шăнкăр шывлă çырми кăмăла çĕклеççĕ. Шăпах çак илемлĕ ялта 70 çул каялла çут тĕнчене килнĕ те ĕнтĕ Иван Николаевич Москалев. Унăн кун-çулне тишкерсе тухсан, пĕр кĕнеке çырмалăх та материал пуçтарăнать. Ялти вăтам шкултан вĕренсе тухсан, комсомол райкомĕн путевкипе, ытти яш-кĕрĕмпе пĕрле "Магнитогорскстройпуть" организацие ĕçе вырнаçать. "Магнитогорск - Белорецк" чукун çул тунă çĕрте ĕçлет. Ун хыççăн - "Алма-Ата - Ташкент" чукун çул строительствинче. - Питĕ шăрăхчĕ, вакунра пурăннă май хамăра мунчари пек туяттăмăр, - çав çулсене аса илсе каласа парать паян Иван Николаевич. 1963 çулта И.Москалев Совет Çарне службăна каять. Полк шкулĕнче çыхăнуçă ĕçне вĕренет. Унтан урăх чаçе куçараççĕ, çыхăну станцийĕн пуçлăхĕ пулма шанаççĕ. И.Москалев сержант хăйĕн тивĕçне тỹрĕ кăмăлпа пурнăçланă,çарпа политика хатĕрлĕхĕн отличникĕ пулса тăнă. Салтакран таврăнсан И.Москалев пĕр хушă тăван "Аврора" колхозăн трактор бригадинче, учетчик-заправщикра ĕçленĕ. Каярахпа ăна иккĕмĕш бригада бригадирĕ пулма суйланă. Иван Николаевич колхоз председательне В.Г.Шикина, ытти специалистсене тата механизаторсене ырăпа кăна аса илет. Колхозра ĕçленĕ хушăра Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумне куçăмсăр майпа вĕренме кĕрет. Вара, Пензăри аэрофотолесоустроитель экспедицийĕнче ĕçлекен юлташĕ чĕннипе, унта вăй хума пуçлать. Экспедицире икĕ çул хушши çĕр-çĕр гектар вăрмана тĕпчет, карттă çине ỹкерет. 1970 çулта тăван ялне отпуска килсен, Баскак лесничествине техник-лесовод специальноçĕпе ĕçе вырнаçать. Кунтах Баскакри фельдшерпа акушер пунктĕнче ĕçлекен Люба Губановăпа туй туса пĕрлешнĕ. Пыра-киле Москалевсен çемйинче ывăлпа хĕр ача çуралнă. 1971 çулта И.Москалева Баскак ял Совечĕн председательне суйлаççĕ. Ял Советне 3 паççулккă, 7 картун тата йывăçран кăмрăк тăвакан 3 вырăн кĕнĕ. Шутласа пăхсан, районăн пĕрре-виççĕмĕш пайĕ темелле. Каярахпа Иван Николаевич каллех вăрман хуçалă- хĕнче тата "Чăваш вăрманĕ" Наци паркĕнче ĕçлет, пушарпа хими станцийĕн пуçлăхĕнче тăрăшать. И.Москалева "Ĕç ветеранĕ", "Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне ирттернĕ чухне палăрнăшăн" медальсемпе, Хисеп грамотисемпе чысланă. Мăшăрĕпе иккĕшне ачисемпе мăнукĕсем савăнăç кỹреççĕ. Халĕ вĕсен тăватă мăнук. Иван Николаевич район хаçачĕпе те туслă çыхăну тытать, тăван ял пурнăçĕпе паллаштарсах тăрать. Хисеплĕ ветерана 70 çул тултарнă ятпа чун-чĕререн саламлатпăр, çирĕп сывлăх, телей, вăрăм ĕмĕр сунатпăр. Çулĕсем чылай пулин те, ватлăх пирки шутламасть-ха вăл, чунĕпе те яланах çамрăк.
Н.САВЕЛЬЕВ.