30 апреля 2014 г.
Валентина Николаевна Шамеевана эпир "тăхлачă" сумлă сăмахпа чĕнме тытăнни 25 çул ытла ĕнтĕ. Энтĕрьел ялĕнче çуралса ỹснĕ, çур ĕмĕр ытларах Çĕнĕ Шăмăршă ялĕнче пурăнать пирĕн юратнă тăхлачă. Хĕр чухнехи хушамачĕ - Лапина. Йышлă çемье пулман вĕсен: тетĕшĕпе аппăшĕ тата Валя. Шкул çулне çитсен вăл Шăмăрша вĕренме çỹренĕ. "Пирĕн класа ирхине зарядка тутарма аслăрах класри Володя Шамеев çỹретчĕ", - аса илет тăхлачă, мĕнле майпа Шамеева хушаматлă пулса тăни çинчен ыйтсан. Хĕр пỹне кĕрсен Валя Лапинана Çĕнĕ Шăмăршă каччи- шăпах çав Володя Шамеев - куçран вĕçертмест. Туй хыççăн Валя ялти уй-хир бригадин ĕçне тухать. Пыра-киле йыш та ỹсет - 2 хĕрпе 1 ывăл çуратать çамрăк мăшăр. Ачасене пăхма Вальăн хунямăшĕ, Маят аппа пулăшать. Çĕнĕ çурт та лартаççĕ вĕсем. Володьăн алли ылтăн: тем тума та пĕлет. Савăнса кăна пурăнмалла ĕнтĕ, анчах çук: çурт хăпарт- ма кайсан çамрăк арçын ĕмĕрлĕхех куçне хупать. Валентина вара çемье "лавне" пĕчченех туртма пуçлать. Пĕчченех теме çук-ха, хунямăшĕпе, Маят аппапа пĕрле. Çамрăк тăлăх арăм хунямăшĕпе 22 çул тату пурăнать. Почтăна ĕçе кĕрет Валентина. 15 çул ял халăхне хаçат-журнал валеçет. Çав вăхăтра ачасем те ỹсеççĕ. 2 хĕрĕ аслă шкултан вĕренсе тухаççĕ, ывăлне Афганистан вăрçине ăсатса кĕтсе илет. Аслă хĕрĕн, Галинăн, хăйĕн çемье ĕнтĕ - мăшăрĕпе ывăлпа хĕр ỹстереççĕ. Вăталăххи, Людмила, полици офицерĕ. Ывăлĕн, Сергейĕн, çемйипе савăнса пурăнать Валентина Николаевна, 2 хĕр ỹстерчĕç пĕрле. Халĕ Валентина Николаевна асанне кăна мар, мăн асанне те. Аппа, Елена Валерьевна Мулендеева (хĕр чухнехи хушамачĕ) 25 çул ытла Валентина Николаевнăпа, хунямапа пурăнать тĕп килте. Шăкăлтатса пурăнаççĕ ваттипе çамрăксем. Ял çине усал сăмах, килти çỹп-çапа кăларман. Асли вĕрентсе, çамрăкĕсем ăнланса пурăнаççĕ. "Эпĕ ват çын мар-ха", - тет яланах тăхлачă. Чăнах та яштака пỹллĕ, телейпе çиçекен хура куçлă тăхлачча ват çын теме чĕлхе те çаврăнмасть. Çын çынна ырă тусан, ырă сунсан ун çумне чир те, çул та çулăхмасть, тенĕ пĕр ăсчах. Çак сăмахсем пирĕн тăхлачă çинченех пек туйăнаççĕ. Ăçта тĕл пулсан та: "Кĕрсе тухсамăр пирĕн пата", - тет тăхлачă. Пĕчĕк çеç ĕç-и, савăнăç-и - пĕрле пулма тăрăшатпăр пĕр тăвансем. Тăхлачă та пĕрре те сивлемест çавна. "Кин, паян кукăль пĕçертĕм-ха. Виçпỹртсем паян килеççĕ пуль?" - тесе йыхравлать хушăран тăхлачă. Картиш тулли выльăх, пахчана тухсан улма-çырла, пахча-çимĕç... Тăхлачăн помидорĕсем те ытти çынсеннинчен маларах хĕрелеççĕ: чунри хĕрỹлĕхпе тата чĕрери "сар хĕвелпе" пуль. Савнă тăхлачча, юратнă çынна Валентина Николаевна Шамеевана сумлă юбилей ячĕпе - 75 çул тултарнă ятпа Мулендеевсем, Гладковсем, Абсалямовсем чун-чĕререн саламлатпăр. Вăрăм ĕмĕр, çирĕп сывлăх, телейлĕ ватлăх сунатпăр.
И.ГЛАДКОВА. Виçпỹрт Шăмăршă ялĕ.