30 апреля 2014 г.
Эх, ку пурнăç кустăрми! Ытла та хăвăрт чупать-çке вăл. Васанти Тукас урамĕнчи йывăç шатрун çуртра пурăнакан Николай Филиппович Васильев хăй 82 çул тултарнине сисмесĕрех юлчĕ. Николай Филиппович Васильев 1932 çулта Васан ялĕнче колхозник çемйинче çуралнă. Ашшĕ колхозра бригадир тата счетовод пулса ĕçленĕ, амăшĕ бригадăри тĕрлĕ ĕçсене хутшăннă.Çут тĕнчене виçĕ ача парнеленĕ вĕсем: икĕ ывăлпа пĕр хĕр. Чи асли - Ваççа, иккĕмĕш ывăлĕ - Коля, хĕрĕ - Клавди. Николай Филипповича пиртен инçех мар пурăннăран тăтăшах куратăп. Çуллахи вăхăтра урамри тăрăхла сак çине тухса ларать те уçă сывлăшпа киленет. Иртен çỹрене яланах сывлăх сунать. Эпĕ пынă чухне Коля тете, куçлăх тăхăннăскер, хаçат вуласа ларатчĕ. Хыçа юлнă кун-çулĕ çинчен сăмах пуçарма Николай Филипповича çăмăлах пулмарĕ. - 1940 çулта Васанти çичĕ класлă шкулта вĕренме пуçларăм. Пĕрремĕш класс пĕтерсен сасартăк çĕр-шывра хаяр вăрçă тапранса кайрĕ. Ялти вăй питти арçынсене фронта илчĕç. Часах манăн аттене те вăрçа кайма ят тухрĕ. Йĕре-йĕре аттене юнлă вăрçа ăсатса ятăмăр, çĕнтерỹпе килме пехиллерĕмĕр. Çап-çамрăк шкул ачисем çуллахи вăхăтра йĕтем çине тырă çапма çỹреттĕмĕр. Кĕлтесене алăпа молотилка патне сĕтĕреттĕмĕр. Вир, тулă, ыраш пуссисене çум курăкран тасататтăмăр. Çимелли пулманран хытă ывăнаттăмăр. Улăха ут кăшкар, хур хуххи, серте, вĕлтĕрен тата ытти курăксем пухма каяттăмăр. Çиме çăкăр çукчĕ. Пирĕн килте алă арманĕ пурччĕ. Хиртен пучах пуçтарса килеттĕмĕр те шĕкĕлчесе авăртаттăмăр, çăнăхне курăкпа хутăштарса пашалу пĕçереттĕмĕр. Хĕлле вара уроксем хыççăн лашапа хире тăкма кĕл, чăх-чĕппе хур-кăвакал каяшĕ килтен киле çỹресе пуçтараттăмăр. Пушă вăхăт тупса вăрмана вутта çỹреттĕмĕр Çуран туртса килнĕрен пỹрнесем туйми пулатчĕç. Часах аннене Улатăра окоп чавма илсе кайрĕç. Хуçалăхри ĕçсем веçех пирĕн çине тиенчĕç. Киле килсен анне фронтран салтаксем валли нуски, алсиш çыхма та ĕлкĕретчĕ. Эпир махорка турама пулăшаттăмăр. Хĕрарăмсем пĕрле пухăнса, куçĕсене шăла-шăла вăрçăра çапăçакан салтаксем валли посылкăсем яратчĕç. 1943 çулта сасартăк атте вăрçăран хăрах урине çухатса таврăнчĕ. Юнлă вăрçа ылханатчĕ. Пирĕннисем пур пĕрех çĕнтереççĕ тетчĕ. Чăнах та, атте калани тĕрĕс килчĕ. Хăрушă вăрçă Çĕнтерỹпе вĕçленчĕ. 1946 çулта Николай Васанти çичĕ класлă шкула пĕтернĕ. Унтан Патăрьелĕнчи педучилищĕне вĕренме кĕнĕ. Тăхăнмалли пулман. Пĕр çул та вĕренсе ĕлкĕреймен, Николай хытă чирлесе ỹкнĕ. Çапла учитель пулас ĕмĕчĕ сасартăк татăлнă. Сывлăхĕ кăшт самайлансан 1948 çулта Шăмăршăри вăтам шкула вĕренме кайнă. Кашни кун пылчăклă çулпа шкула утнă. Малалла вĕренес ĕмĕчĕ пысăк пулнă. Анчах та пурнăçĕ йывăр пулнăран укçа çитменнипе Мускава вербовкăпа ĕçлеме тухса кайнă. Çавăнта ĕçленĕ чухне ĕнтĕ Николай Филипповичăн салтака кайма ят тухнă. Виçĕ çул салтак тивĕçне Ярославль хулинче чыслăн пурнăçланă. Салтакран килсен çамрăк каччă тăван ялта трактор бригадинче учетчик пулса ĕçленĕ. Тăватă çул ĕçлесен Николай Филиппович Патирек хĕрĕпе, Зоя Алексеевна Авксентьевăпа паллашнă. Часах Васан ялĕнче чаплă туй кĕрленĕ. Мăшăрланнă хыççăн та Николай Филиппович пурнăçне тăван колхозпа çыхăнтарнă: пăру ферминче кочегар пулнă, выльăхсем валли апат пĕçернĕ. Тивĕçлĕ канăва тухичченех пĕр улшăнмасăр фермăра ĕçленĕ. Канма тухсан та килте ларма пултарайман, тата 4 çул ĕçленĕ. Ĕçне кура - хисепĕ. "1941- 1945 çулсенче Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн", "Ĕç ветеранĕ" медальсем парса чысланă Николай Филиппович Васильева. Николай Филиппович хăйĕн юратнă мăшăрĕпе çемье тивĕçне те чыслăн пурнăçланă. Тăватă ача çуратса ỹстернĕ, пурне те пурнăç çулĕ çине кăларнă. Чи асли, Вячеслав, сварщик, çемьеллĕ, Шупашкарта ĕçлесе пурăнать. Иккĕмĕш ывăлĕ, Сергей, шалти ĕçсен пайĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă, Шăмăршăра пурăнать. Галинăпа Ирина çемьеллĕ; пĕри Шăмăршăра, тепри тĕп хуламăрта ĕçлесе пурăнаççĕ. Николай Филипповичпа Зоя Алексеевнăн ултă мăнук. Вĕсем чун ăшшине параççĕ, пурăнма хавхалантараççĕ. "Юратнă ачасем, мăнуксем вăрçă инкекне ан курччăр, мирлĕ тỹпе айĕнче пурăнччăр", - вĕçлерĕ хăйĕн сăмахне тылпа ĕç ветеранĕ Николай Филиппович.
Р. СМАЕВА. Васан ялĕ.