30 апреля 2014 г.
Виçпỹрт Шăмăршăри пуçламăш шкулта вĕренекенсем кашни çулах Чăваш чĕлхи кунне анлăн паллă тăваççĕ. Кăçалхи уяв программи те тĕрлĕ ĕçсемпе пуян. Ачасене Лидия Николаевна чăвашсен пĕрремĕш Букварĕ мĕнле пичетленсе тухни çинчен каласа пани питĕ кăмăла кайрĕ. Вĕренекенсем çак кĕнекене кĕртнĕ И.Я.Яковлев çырнă калавсене вуларĕç. Кăмăла кайнă хайлавсем патне тĕрлĕ ỹкерчĕксем ỹкерчĕç. Чăваш чĕлхи илемлĕ, ачаш, çепĕç те янăравлă. Уявра ачасем хăйсен юратнă сăввисене вуларĕç. 1-мĕш вырăна Максим Абсалямов, 2-мĕш вырăна Мария Гладкова, 3-мĕш вырăна Александра Кузьмина йышăнчĕç. Тăван чĕлхене - чăваш чĕлхине, ачаран юратма, хаклама, упрама вĕрентесси - ашшĕ-амăшĕн, вĕрентекенсен тивĕçĕ.
Л.СМИРНОВА.