Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасем - тăван чĕлхе уявĕнче

30 апреля 2014 г.

 Шăмăршăри "Аленушка" ача садĕнчи "Семицветик" ушкăна çỹрекенсем И.Я.Яковлев çуралнă куна тата Чăваш чĕлхин кунне савăнăçлăн паллă турĕç. Ачасем зала алран алла тытăнса, "Пирĕн урам анаталла" юрăпа пырса кĕчĕç. Г.А.Корнякова воспитатель пĕчĕккисене чăваш халăхне çутта кăларнă И.Я.Яковлевăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа пачĕ, Иван Яковлевич чăвашсен пĕрремĕш Букварьне туса хатĕрленине асăнчĕ. Галина Анатольевна çавăн пекех çак кĕнекери илемлĕ калавсемпе тата сăвăсемпе паллаштарчĕ. Ачасем те уявра сăвăсем вуларĕç, инсценировкăсем лартса пачĕç. "Путене" юрра çав тери çепĕççĕн шăрантарчĕç. Уява чăваш ташши те илем кỹчĕ, чăваш юрри-такмакĕ пурин кăмăлне те çĕклерĕ. Тупмалли юмахсем тупсăмĕсене тупни те савăнăç парнелерĕ. 

И.МИТРОФАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика