30 апреля 2014 г.
Çак кунсенче Шăмăршăри вăтам шкулта районти шкулсенчи класс ертỹçисен семинарĕ пулса иртрĕ. Семинар теми - "Учитель ĕçĕнче информаци технологийĕсемпе усă курасси". Чăн малтан Шăмăршăри вăтам шкулти 5 "а" класс ертỹçи, "Чи лайăх класс ертỹçи - 2013" республика конкурсĕн çĕнтерỹçи И.А.Харитонова сăмах илчĕ, вăл хăйĕн ĕç опычĕпе, воспитанин хальхи вăхăтри технологийĕсемпе мĕнле усă курнипе паллаштарчĕ. 5 "б" класс ертỹçи В.Б.Мартынов "Класс тулашĕнчи ĕçсенче Интернет сетьĕпе усă курасси" темăпа тухса калаçрĕ. Сăмахран, "Сывлăха ачаран упра" мероприятие хатĕрленнĕ чух вăл Интернет ресурссемпе, методика ĕçĕсемпе, мультимедийнăй презентацисемпе, техника хатĕрĕсемпе, урок пынă вăхăтра класс ертỹçи блиц-ыйтăмпа, викторинăпа, "Сывлăх çĕр-шывĕнче" вăйă-çулçỹревпе анлăн усă курчĕ. Мероприяти вĕçĕнче кашни вĕренекенех çакăн пек шухăш патне пырса тухрĕ: çыншăн чи хакли - сывлăх, ăна ачаран упрамалла. 6 "а" класс ертỹçи Е.В.Убасева 8 "б" класра "Хăрушлăхсăр Интернет" темăпа класс сехечĕ ирттерчĕ. Вĕренекенсем Интернетпа хăрушлăхсăр усă курмалли çинчен видео-роликсем пăхрĕç, ку тĕлĕшпе питĕ асăрхануллă та тимлĕ пулмалли пирки калаçрĕç.
Г.КУДРЯВЦЕВА