30 апреля 2014 г.
Пушарнăйсем... Вĕсен ĕçĕ - пархатарлă, çав вăхăтрах пысăк хăрушлăхпа çыхăннă. Шатăртатса çунакан, пит-куçа пĕçертекен, хуть хăш самантра та объект ишĕлсе анма пултаракан вырăнта вут-çулăмпа кĕрешĕве тухма кашниех пултараймасть. Шăмăршăри 42-мĕш номерлĕ пушар чаçĕнче хăюллă çынсем вăй хураççĕ. Пушар хуралĕнче ĕçлеме кунсăр пуçне чăтăмлăх та, кăмăл çирĕплĕхĕ те кирлĕ. Ĕç пысăк йывăрлăхпа çыхăннă пулсан та пушар чаçĕнче кадрсем час-часах улшăнса тăни сисĕнмест. Пушарнăйсен ытларах пайĕ нумай çул ĕçлет. Сăмахран, Анатолий Низамовпа Геннадий Ларионов пушар хуралĕнче 25-шер çул тăрăшаççĕ. Иван Старшовпа Владимир Кузьмин водительсем 20 çул ытла вăй хураççĕ. Владимир Григорьевпа Алексей Кузьмин водительсем - 20 çула яхăн. Караул начальникĕ Александр Муляков тата Дамир Гадиев, Николай Положин, Михаил Чернышев водительсем, çавăн пекех Карапай Шăмăршăри уйрăм постри Андрей Мулюковпа Николай Федотов водительсем 10 -шар çул е кунтан та ытларах ĕçлеççĕ. Асăннă работниксенчен чылайăшĕ пархатарлă ĕçшĕн сумлă наградăсене тивĕçнĕ. - Пирĕн коллективра пурĕ 25 çын ĕçлет, - каласа парать чаç начальникĕ Александр Фомин. - Çав шутран 6-шĕ - Карапай Шăмăршăри уйрăм постра вăй хурать. Чаç ĕçченĕсенчен кашниех хăйĕн тивĕçне тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлама тăрăшать. Александр Михайлович каланă тăрăх, чаçра пушар сỹнтермелли ятарлă техника çителĕклĕ. Водительсем хăйсене шанса панă автомашинăсене яланах юсавлă тытаççĕ. Караулсем ятарлă автомашинăсемпе талăкăн хуть хăш сехетĕнче те, кирек мĕнле çанталăкра та инкек пулнă вырăна кĕске вăхăтрах тухса кайма хатĕр тăраççĕ. - Кăçал район территорийĕнче вут-çулăм 4 хутчен алхасрĕ, - калаçăва малалла тăсать чаç начальникĕ. - Пирĕн ĕçченсем пушар тухнă вырăна кашнийĕнчех васкавлăн çитме, инкек калăпăшне май килнĕ таран пĕчĕклетме тăрăшрĕç. Анчах граждансене хăйсене те вутпа, электрооборудованипе, газ приборĕпе питĕ асăрхануллă пулма сĕнес килет. Уйрăмах - çурхи-çуллахи тапхăрта. Хальхи вăхăтра типĕ курăка çунтарни пысăк хăрушлăх кăларса тăратма пултарни пирки те манма юрамасть. Талккишĕпех çунакан вут кил-çурт, лупас-мунча çине сиксе ỹкме пултарать. Кăçал çакнашкал фактсене Куславкка, Хĕрлĕ Чутай тата Пăрачкав районĕсенче регистрациленĕ. Хамăн сăмахăма вĕçленĕ май, районти вут-çулăмпа кĕрешес ĕçре тăрăшакансене тата хисеплĕ ветерансене пурне те Пушар хуралĕн кунĕ ячĕпе пĕтĕм чун-чĕререн саламлатăп, ырлăх-сывлăх сунатăп. Йывăр та пархатарлă ĕçре чăтăмлăх тата кăмăл çирĕплĕхĕ малашне те сирĕнпе юнашар пулччăр, хисеплĕ ĕçтешĕмсем!
И.МЕДВЕДЕВ.