Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Камăн тумалла йĕркелĕхе?

30 апреля 2014 г.

Камăн тумалла йĕркелĕхе?

 Иртнĕ шăмат кун район администрацийĕн пуçлăхĕ В.П.Фадеев Васан ял тăрăхĕн территорийĕнче ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе тата уйрăм организацисен пуçлăхĕсемпе вырăна тухса канашлу ирттерчĕ. Канашлури тĕп ыйту - ялсене тирпей-илем кỹресси, хĕл каçа пухăннă çỹп-çапа тасатасси, экологи субботникĕсене пĕтĕм халăха явăçтарасси. Канашлăва килнисем малтанах Васанти Киров урамĕн вĕçĕнчи юхăннă кĕпер умне пухăнчĕç. Юхан шывăн икĕ енĕпе те тĕрлĕ ăпăр-тапăр пăрахса тултарни, паллах, яла илем кỹмест. Субботник йĕркелесе çак свалкăна çывăх вăхăтрах тасатасчĕ. Ярăславра вара хăш-пĕри чи сăваплă вырăн - чиркỹ çывăхне çỹп-çап килсе тăкма та именсе тăман. "Кил умĕ таса пултăр, ытти - тем мар", - тенĕ-ши? Тăкăрлăксенче те çỹп-çап куписем курăнкалаççĕ. Пуянкасси ял тăрăхне кĕрекен Хайпăлана та çитсе курчĕç канашлăва килнисем. Ку ялта хăш-пĕр кил умĕнче ăпăр-тапăр сапаланса выртни курăнчĕ. Пĕр çурт умĕнче техникăна унта-кунта лартнă. Масар çумĕнчех каснă йывăç тураттисем йăваланса выртаççĕ. Ферма çывăхĕнче такамсем свалка уçнă. В.П.Фадеев палăртнă тăрăх, ялсенче хăш-пĕр улшăнусем пур. Çав вăхăтрах туса пĕтермен ĕçсем те тем чухлех. Ял тăрăхĕ-сен пуçлăхĕсен саккунсăр свалкăсем тĕлĕнчен лăпкă чунпа иртсе каймалла мар, айăплисене тивĕçлĕ явап тыттармалла. Çырма-çатра хĕррисенчи, çул аяккинчи, вăрман тăрăхĕсенчи çỹп-çап куписем те тăван тавралăх илемне пăсаççĕ. Тирпей-илеме камăн тумалла-ха? Хамăрăнах мар-и вара? Май уявĕсем умĕн кашни ялта, кашни урамра, кашни предприятипе организацире, учрежденире тепĕр хут субботниксем йĕркелесчĕ, йĕри-тавралăха тирпей-илем кỹресчĕ.

И.АНАНЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика