Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хорсем ăмăртрĕç конкурсра

30 апреля 2014 г.

Хорсем ăмăртрĕç конкурсра

 Район администрацийĕ тата районти культура аталанăвĕн центрĕн организаципе методика центрĕ кăçалхи Культура çулталăкĕнче интереслĕ мероприятисем ытларах та ытларах йĕркелес тĕлĕшпе нумай тăрăшаççĕ. Пĕрлех çĕнĕлле ĕçлессине те манăçа хăвармаççĕ. Акă çак кунсенче Шăмăршăра, районти культура аталанăвĕн центрĕнче "Хорсен ăмăртăвĕ" конкурс иртрĕ. Унта 8 хор пĕри тепринчен ăстарах юрласа мала тухассишĕн ăмăртрĕ. Кун евĕр мероприяти ял çыннисене илемлĕ пултарулăха ытларах явăçтарма, вĕсен юрлас ăсталăхне малалла аталантарма май парать. Çак интереслĕ конкурса Культура çулталăкне тата Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 69 çул çитнине халалларĕç. Мероприятие икĕ номинаци тăрăх ирттерчĕç. Хор программин пĕрремĕш пайĕнче -  Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи тата патриотла юрăсем, иккĕмĕш пайĕнче "Пурнăç юрăпа илемлĕ" тематикăллă произведенисем пулчĕç. Хорсем малтанах вăрçă тата патриотла юрăсем юрлас тĕлĕшпе вăй виçрĕç. Конкурс программине пуçласа, Кивĕ Чукал ял тăрăхĕн хорĕ (илемлĕх ертỹçи Н.Захарова) "Ехал из Берлина" юрра мăнаçлăн шăрантарчĕ. "Районти культура аталанăвĕн центрĕ" автономлă учрежденин хорĕ - "Тальянка", Карапай Шăмăршă (Н.Медведева), Пуянкасси (С.Пушкина), Палтиел (Т.Долгова), Васан (И.Гордеева) ял тăрăхĕсен хорĕсем вăрçă вăхăтĕнчи юрăсен попуррине, "Россия моя", "Россия" тата "Небо в голубом", Шăмăршă вăтам шкулĕнчи педагогсен хорĕ (К.Анисимов) "Плачет белая береза", Шăмăршăри "Ромашка" ача сачĕн коллективĕн хорĕ (О.Бибукова) "Солдаты России" юрăсене кăмăла каймалла юрласа пачĕç. Хорта юрлакансем çар тумтирне тăхăнни вăл е ку произведенин шухăшне тарăнрах уçса пама пулăшрĕ. Конкурсăн иккĕмĕш пайĕнче те хорсем пĕри тепринчен хитререх юрлама тăрăшрĕç. Пĕрлех юрлакансен творчество фантазийĕ пуян та анлă пулни те сисĕнчĕ. Кунта сцена костюмĕсене вырăнлă суйласа илнине те, юрăсене тĕрлĕ хусканусемпе илемлетнине те асăнмалла. Куракансем хыттăн алă çупса хорсене хавхалантарсах пычĕç. Жюри вара - ăна Шăмăршăри ача-пăча искусство шкулĕн преподавателĕ Т.Яковлева ертсе пычĕ - кашни хорăн пултарулăхне тĕплĕн тишкерсе тивĕçлĕ балсем лартса пычĕ. Мероприяти кăтартăвĕсене пĕтĕмлетсен "Вăрçă вăхăтĕнчи юрăсем" номинацире Шăмăршă вăтам шкулĕн 22 çынран тăракан хорĕ -  пĕрремĕш, районти культура аталанăвĕн центрĕн хорĕ - иккĕмĕш, Палтиел ял тăрăхĕн хорĕ виççĕмĕш вырăна тухни палăрчĕ. "Пурнăç юрăпа илемлĕ" номинацире те Шăмăршă вăтам шкулĕн коллективĕ пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Палтиел хорĕ иккĕмĕш пулчĕ. Васанпа Кивĕ Чукал ял тăрăхĕсен тата "Ромашка" ача сачĕн коллективĕн хорĕсем - виççĕмĕш вырăнта. Çапла вара, икĕ номинацире те мала тухса Шăмăршă вăтам шкулĕнчи учительсен хорĕ конкурс çĕнтерỹçи пулса тăчĕ. Конкурса хутшăннă коллективсене район администрацийĕн Грамотипе чысларĕç. Ачасен "Антонина" тата "Фламинго" ташă коллективĕсем хăйсен ташшисемпе мероприятие илем кỹчĕç. Ял çыннисене малашне те хăвăрăн пултарулăхпа савăнтарма ăнăçу сунатпăр сире, сцена ăстисем! 

И.АНАНЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика