Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ах, ял-йышăм, ял-йышăм, мантăн-ши намăс мĕнне?"

30 апреля 2014 г.

Ах, ял-йышăм, ял-йышăм, мантăн-ши намăс мĕнне?"

 Пăчăрлă Пашьел ял тăрăхне фотоаппаратпа, блокнотпа çула тухма редакцие килнĕ çыру хистерĕ. "Ĕлĕк Кĕлпук мучи пурччĕ, мĕн пур çитменлĕхе радиопа вирлĕн çунтаратчĕ. Халĕ "Шăмăршă хыпарĕ" хаçат журналисчĕ, Кĕлпук мучи пек пулса, пирĕн яла çитсе курмĕ-ши? Ытла та тирпейсĕр-çке ял таврашĕ, çырма-çатра, вăрман тăрă- хĕсем çỹп-çаппа, тĕрлĕ тасамарлăхпа тулса ларчĕç! Хăш-пĕр çынсем, вăтанма пĕлмесĕр, кил-çуртри юрăхсăр тĕрлĕ ăпăр-тапăра, тасамарлăха ял хĕрринчи асфальт çул аяккинех тăкаççĕ. Ах, ял-йышăм, ял-йышăм, мантăн-ши намăс мĕнне?" - çакăн пек пăшăрханса пĕлтерет çыру авторĕ. Ял тăрăхне икĕ ял -  Асанкасси тата Пăчăрлă Пашьел кĕреççĕ. Малтанах Асанкассинчи М.Джалиль ячĕллĕ урама кĕрсе куртăмăр. 2-мĕш номерлĕ çурт çумĕнчи пĕчĕк çырмана тĕрлĕ ăпăр-тапăр пăрахнă. Нумай çурт умĕнче - строительство материалĕсем. Çĕнĕ çурт-хуралтă тунине ырламалла кăна-ха, анчах ял тăрăхĕн администрацине кайса çĕре вăхăтлăха арендăна илнине çирĕплетекен хут йĕркелемелле. Асанкасси масарĕ çине те кĕме-тухма йывăр. Нивушлĕ ял-йыш вăйĕпе хăйăр сарса, чул тăкса темиçе метр та пулин çул тума май çук-ши? Хамăр районтах, сăмахран, Виçпỹрт Шăмăршă ялĕнче çакăн пек ырă тĕслĕх пур вĕт-ха. Асанкассисем ял тăрăхĕн администрацийĕ пурне те туса парасса, урамсене тирпейлесе тухасса кĕтеççĕ. Ку - питĕ йăнăш шухăш. Хамăр тăрăшмасан, хамăр кар тăрса тухмасан пире халь никам та, нимĕн те туса памасть. Пăчăрлă Пашьел ялне хирти çулпа пырса кĕтĕмĕр. Çул хĕрринчи вăрман тăрăхне мĕн кăна пăрахса тултарман-ши? Çырма-çатра хĕрри те саккунсăр свалкăна çаврăннă. Урамсенче те йĕрке сахал, уйрăмах К.Маркс тата Крым урамĕсен вĕçĕсем ял ятне яраççĕ. Пирĕнпе пĕрле ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.В.Угарин та çỹрерĕ, илемсĕр ỹкерчĕксем ăна та хытă пăшăрхантараççĕ. Анчах, тем пек тарăхсан та, тем пек хытă ятлаçсан та пĕччен пур çĕрте те йĕрке тума йывăр. Ял активĕн, кашни çыннăн тăван тавралăхшăн пăшăрханмалла. Мĕншĕн-ха кил умне шăпăрпа шăлса тасатнипе çеç лăпланатпăр, мĕн пур тасамарлăха вара ял вĕçĕнчи çырмана е вăрман хĕррине кайса тăкатпăр? Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ каланă тăрăх, яла тирпейсĕре кăларакан çынсене тупса палăртас тĕлĕшпе ĕçлеççĕ-ха. Айăплисене пысăк штраф тỹлеттерме хатĕрленеççĕ. Анчах "шырайманов-тупаймановсем" тем чухлех, вĕсене алăранах ярса тытассишĕн полици ĕçченĕсем те тăрăшни сисĕнмест. 

КĔЛПУК МУЧИ ВЫРĂННЕ ÇУЛА ТУХНĂ ЖУРНАЛИСТ - ИВАН САЛАНДАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика