Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Наци тỹлев системи йĕркеленет

08 мая 2014 г.

 Раççей премьер министрĕ Дмитрий Медведев РФ Патшалăх Думинче тухса калаçнă май Раççей Наци тỹлев системине туса хурас ыйтăва тепĕр хут хускатнă. Д.Медведев палăртнă тăрăх юлашки вăхăтра ют çĕр-шывсенчи контрагентсем Раççейри хăш пĕр банксене пĕтĕм тĕнчери тỹлев системинчен кăларни вĕсемпе тунă килĕшỹсене пăсни пулать. Анчах çакă пире çĕр-шывра Наци тỹлев системине туса хума хавхалантарать кăна, тенĕ вăл. Наци тỹлев системине туса хурассине Д.Медведев апрель уйăхĕн варринче сỹтсе явнă. Ун чухне Наци тỹлев системине халĕ ĕçлекен универсаллă электрон картти (УЭК) тата "Ылтăн корона" тỹлев системин никĕсĕ çинче йĕркелеме сĕннĕ. Универсаллă электрон карттине ĕçе кĕртессипе вара Чăваш Ен чи лайăх регионсен йышĕнче, рейтингра иккĕмĕш вырăнта тăрать. Рейтинга заявленисем йышăннă, электрон карттисене панă, УЭК йышăнакан пунктсем ĕçленĕ тăрăх туса хатĕрленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика