08 мая 2014 г.
Акă черетлĕ Çĕнтерỹ кунĕ те çитрĕ. Пирĕн атте - Ильяс Илендеевич Ухтияров - фронтовиксемпе тата хамăр ял çыннисемпе, хăйĕн çемйипе, çывăх çыннисемпе пĕрле Аслă Çĕнтерỹ кунне 67 хутчен савăнăçлăн кĕтсе илнĕ. Шел, 68-мĕш хут çак чаплă уява паллă тăваймарĕ. Çулталăк каялла, майăн 12-мĕшĕнче, ветеран панфиловец 99 çула кайса пиртен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ. Эпир - унăн ывăлĕсем, мăнукĕсемпе мăнукĕсен ачисем - пирĕншĕн хаклă çыннăн ырă ятне, ырă ĕçĕсене, пехиллесе каланă ырă сăмахĕсене ĕмĕрех асра тытăпăр, Ухтияровсен - авалхи чăваш ăрăвĕн ятне-сумне çĕклессишĕн тăрăшăпăр. Савнă ял-йышăмăр, тăвансем! Пурте Çĕр çинчи çирĕп миршĕн кĕрешер, ырă ĕç ытларах тăвар, тăван ял чысне çĕклер!
ВИÇПỸРТ ШĂМĂРШĂРА, ШĂМĂРШĂРА, МУСКАВРА, ЧУЛХУЛАРА,УЛЬЯНОВСКРА, КАЛУГĂРА, ШУПАШКАРТА ПУРĂНАКАН УХТИЯРОВСЕМ.