08 мая 2014 г.
Эпĕ çамрăк çын мар ĕнтĕ, пурнăçра хурапа шурра нумай курнă, пысăк йывăрлăхсене чăтса ирттернĕ. Çакна лайăх ăнланатăп: хуçалăхра ĕне пулсан çемье нихăçан та апатсăр ларман, ача-пăча та сывлăхлă çитĕннĕ. Çавăнпа та ĕмĕр тăрăшшĕпех ĕне усрама тăрăшнă. Сĕтне сутса укçине те ĕçлесе тума пулать. Шел те, нумаях пулмасть йывăр чирлесе ĕне вилсе кайрĕ. Уншăн çывăх çыншăн хуйхăрнă пекех çунтăм. Юрать-ха ĕнене Россгострахăн районти филиалĕнче страхланăччĕ. Людмила Долгова агент киле пырсах тивĕçлĕ документсем хатĕрлерĕ. Страховани укçине те çийĕнчех куçарса пачĕç. Çак ырă ĕçшĕн эпĕ Россгострах сотрудникĕсене чĕререн тав тăватăп. Ĕне усрама пăрахасшăн мар-ха, ял çыннисене те усрама сĕнетĕп. Ĕлĕкрех ялта темиçе кĕтỹччĕ, килĕренех ĕне усранă. Хальхи вăхăтра выльăх йышĕ нумай чакрĕ. "Ял выльăхпа илемлĕ, лайăх ĕнеллĕ кил хуçи телейлĕ", - тетчĕ пирĕн асатте. Çак сăмаха пурте асра тытсан питех те аван пулĕччĕ.
А.ЯКОВЛЕВА.Палтиел ялĕ.