08 мая 2014 г.
1943 çулхи август уйăхĕ ... 3-мĕш Белорусси фрончĕн 1495-мĕш артиллери полкĕн 7 çынран тăракан разведчиксен ушкăнĕ - çак йышра Анат Чаткас çынни Игнатий Пыркин хĕрлĕ армеец та пулнă - тăшман тылĕнчен çĕрле каялла килме тухнă. Паттăр разведчиксем командовани заданине туллин пурнăçланă: хаклă "чĕлхепе" - офицерпа таврăннă. Кĕтмен çĕртен çак ушкăн нимĕç фашисчĕсен дозорĕ тĕлнех пырса тухнă. Хăйсенчен чылай пысăкрах подразделенипе тĕл пулнă пулсан та разведчиксем хăраса ỹкмен - хаяр çапăçăва кĕнĕ. Çак çапăçура пирĕн разведчиксем хăйсен виçĕ юлташне çухатнă, пĕри аманнă. Икĕ разведчик вут-хĕм витĕр тăшман офицерне йăтса вăрманалла чупнă. Игнатий Пыркин вара разведчиксен ушкăнĕн командирне - Шарипов лейтенанта хулпуççи çине хурса пур вăйран вĕсем хыççăн вирхĕннĕ. Тăшман вĕсене "тăхлан çумăрĕпе" çунтарнă. Пульăсенчен пĕри Пыркина ураран амантнă. Хĕрлĕ армеец та, командир та юнашар юн юхтарса выртнă. "Тавах сана, Пыркин, тăшман тылĕнче мана пăрахса хăварманшăн...", - вăйсăррăн пăшăлтатнă çамрăк лейтенант. Телее, пирĕннисен чаçĕ çывăхрах пулнă. Икĕ разведчик "чĕлхене" вырăна леçсе, ытти салтаксемпе пĕрле васкавлăн каялла таврăннă, Пыркинпа Шарипов лейтенанта медсанбата леçнĕ... Анат Чаткас çамрăкне аякри Урала- Серов хулинчи госпитале ăсатнă. Йывăр суран час ỹт илеймен - Игнатий унта 1944 çулхи февральчченех сипленнĕ... Маларах асăнннă разведкăри хăюллăхшăн тата "чĕлхе" - подполковник командование хаклă сведенисем панă май, разведчиксене пурне те "Паттăрлăхшăн" медальпе наградăлама тивĕçлĕ хутсем хатĕрленĕ. Пыркина вара, йывăр аманнă командира çапăçу хирĕнчен илсе тухнине шута илсе, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăлама полк штабне документсем тăратнă. (Мускав патĕнчи контрнаступленире палăрнăшăн Пыркина 1942 çул пуçламăшĕнче "Паттăрлăхшăн" медальпе наградăланă пулнă ĕнтĕ). Вăрçă вăхăтĕнчи йывăрлăхсене пула Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ аякри Уралти госпитальте сипленекен разведчик патне çитеймен... Госпитальтен сывалса тухсан Игнатий танкистсен курсне пĕтернĕ, хăй малтан пулнă фронта таврăнса танк полкĕн йышĕнче каллех тăшманпа çапăçнă. Т-34 танк экипажĕ, çав шутра Пыркин стрелок-пулеметчик та, нимĕç фашисчĕсене, вĕсен техникине ытларах та ытларах аркатма тăрăшнă. 1944 çулхи июньте пирĕн çарсем Белоруссири облаç центрне - Витебск хулине штурмланă. Тăшман унта питĕ çирĕп оборона линийĕсем йĕркеленĕ пулнă. Пирĕн пехотăпа танксем çине вĕç-хĕррисĕр "тăхлан çумăрĕ" тăкăннă, йĕри-таврашра мина-снаряд сирпĕннĕ. Кĕтмен-çĕртен Васильев кĕçĕн лейтенантăн танкне тỹ- рремĕнех снаряд лекет, ăна вут хыпса илет. Танкран тухнă вăхăтра Пыркина, ахаль те пуçран суранланнăскере, пульăсем алăран та, ураран та амантаççĕ. Ăна вара çар госпитальне ăсатаççĕ. Çак çапăçу Игнатийшĕн юлашки пулнă... Витебск хулишĕн пынă çапăçури хăюллăхшăн ăна "Паттăрлăхшăн" медаль парса чысланă. Хусанти госпитальте пĕр çулталăк ытла сипленнĕ хыççăн, 1945 çулхи августра, Игнатий Пыркин тăван яла иккĕмĕш ушкăнри инвалид пулса таврăннă. Ун чухне вăл вăтăр виççĕре пулнă. Фронтовик тỹрех колхоз производствине пуçăннă. Пĕрлех мăшăрĕпе, Евдокия Сергеевнăпа, ача-пăча ỹстернĕ. 1966 çулхи октябрьте Игнатий Димитриевича районти çар комиссариатне чĕнтернĕ. Çар комиссарĕ ăна Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланă, çак ятпа ăшшăн саламланă. 1943 çултах илмелли сумлă награда хăйĕн хуçине 23 çултан шыраса тупнă. Фронтовика çавăн пекех Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 40 çул çитнĕ ятпа I степень Отечествăлла вăрçă орденĕ, производствăри хастарлăхшăн "Ĕç ветеранĕ" медаль парса чысланă. Хăйĕн юлташĕ пирки "Молодой коммунист" хаçатра вуласа пĕлнĕ май, 1966 çулта Анат Чаткаса Шарипов полковник килсе кайнă. Вĕсем пĕр-пĕрин пирки 23 çул нимĕн те пĕлмен. Хаклă тĕл пулушăн фронтовиксем питĕ савăннă, вăрçă вăхăтĕнчи пурнăçпа вилĕм хушшинче тăнă йывăр самантсене аса илнĕ. "Эсĕ, Игнатий, вăрçă çулăмĕ витĕр тĕрĕс-тĕкел тухнăшăн эпĕ питĕ савăнатăп, хама вилĕмрен хăтарнăшăн чĕререн тав тăватăп", - тенĕ Шарипов. "Эпĕ те саншăн хĕпĕртетĕп, полковник таран ỹснипе мăнаçланатăп", - хуравланă Игнатий Димитриевич.
И.АНАНЬЕВ.