Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паттăрсен ячĕсем - вилĕмсĕр

08 мая 2014 г.


 ВĂРÇĂ... Мĕн тери хăрушă сăмах вăл! Вăрçă вăл - аннесен куççулĕ, пин-пин салтак вилĕмĕ, ашшĕсĕр ỹсекен тăлăх ачасен асаплă кун-çулĕ. Чăнах та, эпир вăрçă хĕн-асапĕ çинчен кĕнекесемпе киносем тăрăх тата аслă ăру çыннисен аса илĕвĕсене вуласа çеç пĕлетпĕр. Çав аса илỹсем чуна çỹçентереççĕ. Ман кукаçейĕн ашшĕ - мăн кукаçи - Петр Михайлович Сергеев. Вăл 1907 çулхи июлĕн 9-мĕшĕнче Кивĕ Шăмăршă ялĕнче çуралнă. 1913 çулта шкула кайнă. Унăн пĕрремĕш учительници Анастасия Архиповна пулнă. Мăн кукаçи пурĕ те 4 класс çеç пĕтернĕ. Йывăр пурнăçа пула ачаллах колхоз ĕçне хутшăнма тивнĕ. 1938 çулта П.Сергеев МТС çумĕнчи курсра вĕренме пуçланă. Тăрăшса вĕренсе, тракторист специальноçне алла илнĕ. 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи пуçланнă. Вăрçăн малтанхи уйăхĕсенче МТС тракторисчĕ-сем Улатăр çывăхĕнче окопсем тунă çĕре вăрмантан йывăç турттарнă. Хĕрĕх градус сивĕре те ĕçлеме тивнĕ. "Пурте - фронтшăн, пурне те -  Çĕнтерỹшĕн!" тĕллевпе вăй хунă. 1942 çулхи октябрь уйăхĕнче мăн кукаçие фронта илнĕ. Украина фрончĕн 75-мĕш стрелок дивизийĕн йышĕпе Орел, Курск, Белград, Харьков хулисем патĕнчи хаяр çапăçусене хутшăннă. 1943 çулхи августăн 19-мĕшĕнче, Ворошиловоград облаçĕнчи Долгенское ялне тăшман аллинчен туртса илнĕ чухне, П.Сергеева пуçран йывăр амантаççĕ. Юн нумай çухатнăскер, госпитальте сипленсе сывлăхне тĕреклетет. Пĕр уйăхран - каллех строя. Днепр юхан шывĕ урлă каçнă чухне каллех йывăр амантаççĕ. Никамăн та мар территорире, ăнне çухатса икĕ талăк выртать. Хамăрăн санитаркăсем ăна асаплăн нăйкăшнине илтсе шыраса тупаççĕ. П.Сергеева юлташĕсем вилнĕ тесех шутланнă. Унăн мăшăрĕ патне вара чаçрен П.Сергеев хыпарсăр çухалнă тесе çыру янă. Сакăр уйăх ытла тĕрлĕ госпитальте сипленнĕ хыççăн, П.Сергеева иккĕмĕш ушкăнри инвалида кăларса килне яраççĕ. Нимĕç фашисчĕсене хирĕç паттăррăн çапăçнăшăн манăн мăн кукаçие Хĕрлĕ Çăлтăр, I степень Отечествăлла вăрçă орденĕсемпе, "Паттăрлăхшăн", "Çапăçури тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн" тата ытти медальсемпе наградăланă. Яла таврăнсан, Петр Михайлович Сергеев вăрçăпа юхăннă колхоза çĕклессишĕн вăй хунă. Вăл чаплă столяр пулнă, нумай-нумай çынна пулăшнă. 1986 çулхи февралĕн 6-мĕшĕнче манăн мăн кукаçи вăрçă суранĕсем шала кайнипе ĕмĕрлĕхех куçне хупать. Вăрçă паттăрĕсен таса ячĕсем -  ĕмĕр-ĕмĕр пирĕн чĕрере. Украинăра юлашки вăхăтра бендеровец-фашистсем пуç çĕклеме пуçлани вăрçă асапне тỹссе ирттернĕ çынсене хытă тарăхтарать. Пире вăрçă кирлĕ мар, эпир - миршĕн!

ПАВЕЛ ПЕТРОВ,11 çулта. 

Тетĕшĕ хыççăн - шăллĕ... 

Николай Михайлович Самарин - çỹлерех çырса кăтартнă Петр Михайловичăн тăван шăллĕ. Вĕсем хушамачĕсене çеç улăштарнă. Н.Самарин 1910 çулта Кивĕ Шăмăршă ялĕнче çуралнă. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине ăна 1941 çулхи июль уйăхĕнче илеççĕ. Çар присягине 1941 çулхи августăн 10-мĕшĕнче 39-мĕш саперсен вĕрентỹ батальонĕнче йышăнать. Çак батальонрах вăл çар специальноçĕ илет. 1942 çулхи март уйăхĕнчен пуçласа 1945 çулхи сентябрьчченех 46-мĕш гварди танк полкĕнче саперсен отделенийĕн командирĕ пулса çапăçать. Иккĕмĕш Украина фрончĕн 188-мĕш танк полкĕнче те сапер пулнă. 1945 çулхи август- сентябрь уйăхĕсенче - Забайкальский фронтăн 46-мĕш танк полкĕнче отделени командирĕ. Тăван çĕр-шыв Н.Самарина Хĕрлĕ Çăлтăр орденпа, Сталинграда хỹтĕленĕшĕн, Будапешта илнĕшĕн, Прагăна илнĕшĕн, Германие çĕнтернĕшĕн тата ытти медальсемпе наградăланă. Яла таврăнсан Н.Самарин столяр-платник пулса ĕçленĕ, колхозри строительсен бригадинче вăй хунă. Хăй аллипе сĕрме купăс ăсталаса халăха уявсенче савăнтарнă. Н.М.Самарин 1976 çулта çĕре кĕнĕ. 

Е.ПЕТРОВА, ĕç ветеранĕ. Кивĕ Шăмăршă ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика