Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кивĕ Чукал каччи Çĕнтерỹ парадне хутшăнать

08 мая 2014 г.

Паллă ĕнтĕ, майăн 9-мĕшĕнче Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче нимĕç фашисчĕсене çапса аркатнăранпа 69 çул çитнине халалласа Мускавра Çĕнтерỹ парачĕ иртет. Вăл Хĕрлĕ площадьре 10 сехетре пуçланать, ăна телевидени каналĕсемпе тỹрремĕнех трансляцилеççĕ. Парада Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшаллă Вăйĕсен Генштаб пуçлăхĕн çумĕ Олег Салюков генерал-полковник ертсе пырать, Оборона министрĕ, арми генералĕ Сергей Шойгу йышăнать. Пĕтĕмпе вара Парада 10000-е яхăн çын хутшăнать. Хĕрлĕ площадьпе Балти флочĕн çыран хĕрринчи çарĕсен 336-мĕш бригадин тинĕс пехотинецĕсем, 2-мĕш Тамански тата 4-мĕш Кантемирски дивизисен гвардеецĕсем, Мускаври Суворов ячĕллĕ 2-мĕш гвардейски, Тинĕс çарĕн Нахимов тата Тверьти Суворов училищисен воспитанникĕсем, Кронштадри тинĕс корпусĕн кадечĕсем, казаксен Аксайри училищин кадечĕсем, МЧС граждан хỹтĕлевĕн Академийĕн, Балти тинĕс-çар институчĕн, Хăрушсăрлăх министерствин Çар университечĕн, Н.Е.Жуковский ячĕллĕ тата Ю.А.Гагарин ячĕллĕ Сывлăш-çар Академийĕн курсанчĕ-сем чаплăн утса иртĕç. Парада çĕр çинче çỹрекен 134 единица çар техники, 8 çар вертолечĕпе 61 çар самолечĕ (СУ-34 тата СУ-24М бомбардировщиксем, СУ- 27 тата МиГ-29 истребительсем, СУ-25 штурмовиксем, инçете вĕçекен ТУ-22МЗ бомбардировщиксем, ТУ-95 тата ТУ-160 стратегилле бомбардировщиксем, АН-124, АН-22 тата ИЛ-76 транспорт самолечĕсем тата ытти те) хутшăнаççĕ. Çак мухтавлă йышра пирĕн районти Кивĕ Чукал йĕкĕчĕ Николай Чамеев та пулĕ. Коля 2-мĕш гварди Тамански дивизире службăра тăрать. Çак дивизие вăй-хал тĕлĕшĕнчен çирĕп, çỹллĕ те патвар, спортпа туслă çамрăксене çеç службăна илеççĕ. Пысăк чыса пирĕн район çамрăкĕ те тивĕçнишĕн эпир чунтан савăнатпăр, пурне те Çĕнтерỹ парадне (кăнтăрла май пулмасан, каçхине пăхма пулать) курма сĕнетпĕр. Тен, эсир Николай Чамеева палласа илĕр? 

И.САЛАНДАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика