14 мая 2014 г.
Чăваш Ен Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн ячĕпе Ветерансен пĕрлешĕвĕсен ĕçне йĕркелекен комитет председателĕнчен, Пĕтĕм Раççейри "Çар тăванлăхĕ" организаци председателĕнчен, Патшалăх Думин депутатĕнчен, Совет Союзĕн Геройĕнчен Борис Громовран Тав çырăвĕ килнĕ. "Совет Çарĕн чаçĕсене Афганистанран илсе тухнăранпа 25 çул çитнине паллă тăвассине хатĕрленме пысăк пулăшу кỹнĕшĕн, ветерансен организацийĕсене пулăшса пынăшăн, вăрçă тата çар службин ветеранĕсемпе инваличĕсен, вĕсен тата вилнĕ салтаксен çемйисен пурнăçне лайăхлатмалли, Тăван çĕр-шыв хỹтĕлевçисене асра тытмалли тата çамрăксене патриотла воспитани памалли сĕнỹсене пурнăçланăшăн тав тăватăп", - тенĕ çырура. Унсăр пуçне Пĕтĕм Раççейри çамрăксен "Раççейĕн Олимп пуласлăхĕ" спортпа вĕренỹ форумĕн йĕркелỹ комитечĕ Чăваш Ен Пуçлăхне çамрăксен Олимп вĕренĕвне аталантарас ĕçе пысăк тỹпе хывнăшăн, асăннă форума хатĕрленсе ирттерме хастар хутшăннăшăн Тав çырăвĕпе наградăланă. Михаил Игнатьева çавăн пекех Раççейĕн регионсен аталанăвĕн министрĕ Игорь Слюняев та тав тунă. Вăл республика март уйăхĕн 11-14-мĕшĕсенче Канны хулинче иртнĕ 25-мĕш "МИПИМ" инвестици куравне хастар хутшăннине палăртнă.